СВОна хутшăннисене _ çăмăллăх
ЧĂВАШ ЕНРЕ республикăн çар комиссариатĕнчен службăна кайнă ентешсене, ятарлă çар операцине хутшăнакансене, 150 лаша вăйĕ таран хăватлă пĕр автомобильшĕн тỹлемелли транспорт налукĕнчен туллин хăтараççĕ. СВОна хутшăннă ентешсем асăннă çăмăллăхпа ăçта контракт тунине пăхмасăр усă курма пултарĕç. 2024-çулшăн транспорт налукне вĕсен те тỹлемелле пулмĕ.