«Тыл фронтшăн çирĕп тĕрек пултăр...»

Шăмăршă . Ăста çĕвĕçсем _ Ольга Барышевăпа Надежда Захарова _ кашни пушă вăхăтпа усă курса СВОра тăракансем валли 111 носилка çĕлерĕç. Вĕсенчен 56-шне «Оплот Отечества» АНО ертỹçи Сергей Голицын урлă СВОна ăсатнă.
«Эпир çĕленĕ носилкăсем аманнисене вăхăтлă пулăшу парассинче, вĕсен пурнăçне çăлса хăварассинче питĕ вырăнлă пулĕç», _ теççĕ пултаруллă хĕрарăмсем.
Окоп çурти _ çĕр пỹртре пурăнакан салтаксемшĕн ăшă тата çутă çăл куçĕ. Ахальтен мар, фронтран ăна ыйтса нумай заказ килет. Шăмăршăри Константин Емельянов «кĕмĕл» волонтер хăй кăна 1500 ытла окоп çурти хатĕрлесе СВОна ăсатнă. Çивĕч ыйту _ шăвăç банкăсем çитменни. Пĕр-ик штукранах _ теçетке, теçеткерен пысăк ушкăн пуçтарăнать. Пăрçа-фасольтен пушаннă савăтсене округ çыннисене редакцие çитерме ыйтатпăр.
«Çĕнтерỹ чĕнĕвĕ» пуçару ушкăнĕ йĕркеленипе тĕрлĕ ĕç-пуç анлă сарăлчĕ. Ушкăнпа пухнă укçа-тенке строительство материалĕ, тепловизор прицелĕ, дрон тата ытти чи кирлĕ хатĕре туянма яраççĕ. Заказ килсех тăрать. Уйрăмах маскировка сетки нумай кирлĕ. Николай Быков (сетка валли материал туянмашкăн халĕрех кăна 45 пин ытла укçа-тенкĕ куçарнă) тата ытти вуншар спонсор пулăшнипе кирлĕ хатĕре тупса сетка хыççăн сетка çыхаççĕ ылтăн алăсем. Округри тĕп Культура çуртĕнче хỹтлĕх каррине халĕ икĕ сменăпа çыхаççĕ. «Çĕнтерỹ чĕнĕвĕ» _ ĕç кунĕ вĕçленсен,
«Пĕтĕмпех _ фронт валли» çĕнĕ пуçару ушкăнĕ _ кăнтăрлаччен маскировка сетки хатĕрлеççĕ. Пĕтĕмпе кунта 200 ытла сетка çыхнă. «Пĕтĕмпех _ фронт валли» ушкăн тăрăшнипе дронсенчен хỹтĕленмелли 10утиял çĕлени те _ пысăк çитĕнỹ. Виталий Любимов, Ярослав Кудряшов, Геор- гий Кудряшов, Евгений Кудряшов уйрăм предпринимательсем çакнашкал утиял çĕлемелли материал илме пулăшни _ сỹнми пархатарлăх.
Сетка çыхмалли материала округри клубсене валеçсе пани те заказсене хăвăрт пурнăçлама май парать. Хальхи вăхăтра ялсенчи культура учрежденийĕсенче тата хăш-пĕр шкулта хỹтлĕх карри çыхас тĕлĕшпе хĕрỹ ĕç хускалнă.
Палтиел . Ялти культура ĕçченĕсемпе хĕрарăмсем ятарлă çар операцине ăсатма кĕске вăхăтрах икĕ маскировка сетки çыхса хатĕрлерĕç. Çак пархатарлă ĕçе, Татьяна Долгова ертсе пынипе, Культура çуртне пухăнса турĕç. Салтаксен кăмăлне çĕклеме сеткăсем ăшне ал шăллисем, ăшă алса-чăлха, пылак çимĕç, çăвăнмалли хатĕрсем, чун ăшшипе шăрçаланă çырусем хучĕç. Хỹтлĕх каррисене СВОна ăсатнă ĕнтĕ. «Мухтавлă хỹтĕлевçĕмĕрсем! Эсир Çĕнтерỹпе таврăнасса çирĕп шанатпăр. Сирĕнпе кашни сехетре, кашни самантра пĕрле эпир!» _ тесе çырнă сăмахсем мир салтакĕсен чĕрине çĕклентересси куç кĕрет.
ВиÇпỸрт Шăмăршă . Екатерина Малова йĕркеленипе ял хастарĕсем икĕ маскировка сетки тата 50 яхăн окоп çурти янтăларĕç. Вĕсене канма килнĕ салтакран СВОна парса ячĕç.
Хайпăла . Лидия Краснова _ 86 çулхи ĕç ветеранĕ _ ал ĕç ăсти. Фронтри салтак- сене пулăшу кỹрес тесе нумай пуç ватман вăл. Темиçе кунтах 12 мăшăр çăм нуски çыхнă, пылак кучченеç хатĕрленĕ. Çавна май Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçисене савăнтармашкăн май тупнă.
Васан . Тĕрлĕ сфера ĕçченĕсем, пенсионерсем çак кунсенче виçĕ хỹтлĕх карри çыхрĕç, тата 6 сеткăлăх материал илсе çĕнĕ вăй-хăватпа пархатарлă ĕçе малалла тăсрĕç. Ĕç-пуç йĕркелỹçи _ Ираида Ефимова _ «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Парти хастарĕсем пулăшнипе, сетка çыхма вĕренестĕлĕшпе ăсталăх класĕ ирттерни те волонтерсен йышне ỹстересси куç кĕрет.
Пуянкасси , Кахăрлă Шăхаль . Людмила Федотовăпа Ирина Антонова йĕркеленипе хастар хĕрарăмсем, маскировка сетки хатĕрленипе пĕрлех, мунчара çăвăнмалли мунчала, шлем çинчен тăхăнмалли хатĕр (нашлемник) тата сулă (защитный браслет) та çыхма пуçăннă. Фронтри салтаксемшĕн кусем кирлех.
Карапай Шăмăршă . Ял вăтам шкулĕн коллективĕ çамрăк ăрăва патриотизм воспитанийĕ парасси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Çавна май кунта маскировка сетки çыхассине йĕркеленĕ. Волонтерсен ертỹçи _ технологи учителĕ Оксана Михайлова _ йĕркеленипе çак урокра, пысăк тăхтавра вĕренекенсем кăмăлтан хỹтлĕх карри янтăлаççĕ, çавна май килес Çĕнтерĕве хăйсен тỹпине хываççĕ.
Пăчăрлă Пашьел . Ялăн тĕп Культура çурчĕ пенсионерсене тата ĕçрен кăшт пушаннă хастарсене, çавăн пекех вăтам шкул вĕренекенĕсене пухакан центра çаврăнчĕ. Кунта хĕрсех хỹтлĕх карри _ фронтра питĕ кирлĕ хатĕр _ çыхаççĕ. Технологи вĕрентекен Валентина Мандрюкова ертсе пынипе шкул ачисем аслисенчен ырă тĕслĕх илеççĕ. Ытти ялта та çывăх вăхăтра маскировка сетки çыхма пуçăнмалла. Фронтпа тыл пĕрлĕхĕ _ Çĕнтерỹ никĕсĕ иккенне пурте лайăх ăнланатпăр. Эпир хамăр хỹтĕлевçĕсене мĕнле пулăшнинчен вĕсен фронтри ăнăçăвĕ нумай килет. Çавăнпа та пирĕн хамăртан мĕн кирлине веçех тума тăрăшмалла. Кам _ япалапа, кам _ ĕçпе, кам _ укçа-тенкĕпе Раççей салтакĕсене пулăшмаллах. «Тумлам çине тумлам _ кỹлĕ пулать», _ тенĕ ваттисем. Пĕчĕк ĕçĕмĕрех пысăк, тахçантанпах куç пек кĕтнĕ Çĕнтерĕ- ве туптама пулăшĕ. Çакна манар мар, тусăмăрсем, тăванăмăрсем.
З.Свеклова .