Учитель

 (Малалли. Пуçламăшĕ 3-мĕш номерте )

Эпир тылри ырă, ыттисемшĕн тăрăшакан çынсем пирки те сăмах хускататтăмăр. Вĕсем пире, ангелсем пекех, апат-çимĕçпе, маскировка сеткипе, запас пайĕсемпе, оборудо- ванипе тата ыттипе нумай пулăшаççĕ. Пысăк тав вĕсене, тайма пуç! Турă сывлăхпа пурăнма пиллетĕр вĕсене.

Учительпе иксĕмĕре ыттисемшĕн ырă тăвас тĕллев пĕрлештерчĕ. Нумаях пулмасть пĕр станицăран пулăшу килчĕ. Вилнĕ М. салтакăн тăванĕсем тата Учителĕн тăванĕсемпе тусĕ- сем, пĕлĕшĕсем сало, конфет, печени, гигиена хатĕрĕсем _ нумай япала пухса панă. Веçех валеçрĕмĕр _ пурте кăмăллă юлчĕç. Лайăх çынсем нумай кунта, вĕсем батальона кирлĕ хатĕрсемпе тивĕçтерме, пурнăç условийĕсене лайăхлатма тăрăшаççĕ, çавна май умри задачăсене пурнăçлама май туса параççĕ: Барс, Химик, Металл, Упа тата ытти те.

Эпир хамăр та ветерансемпе, тăвансемпе, кỹршĕсемпе, юлташсемпе пĕрлешсе список турăмăр, укçа-тенкĕ пухрăмăр, «Ветер-13» дронсем туянтăмăр. Никитăпа Семен ывăлăмсем хăйсен скутерне сутса «Урал» мотоцикл туянчĕç, ăна фронта ăсатма шут тытрĕç. Начальник пире РЭБ (радиоэлектрон- ная борьба _ дронсенчен хỹтĕленмелли устройство) кирлине пĕлтерчĕ. Ун хыççăн ФСБ ветеранне «Урала» патăмăр. Пен- сионера хушса тỹлерĕмĕр те, вăл пире РЭБ пухса-туса пачĕ. Халĕ çак питех те кирлĕ хатĕр Солист (позывной) патĕнче, БТР (Д) çинче, задани пурнăçлать. Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕ пулăшнипе, дронсене «туякан» анализаторсем туянтăмăр. Пĕрне саперсен батальонне патăмăр, тепри вара çапăçу хи- рĕнче пирĕннисене задачăсем пурнăçлама пулăшать. РЭБ пĕр çын пурнăçне те пулин çăлса хăварсан та, хамăр пурăнни сая каймасть теме пулать.

Салтаксене кăтартакан çирĕплĕх, ыр кăмăллăх (кашнинех тимлĕх уйăрни) мана хавхалану кỹреççĕ, Раççей Çарĕн чăн-чăн офицерĕ мĕнле пулмаллине палăртаççĕ. Хама эпĕ çынран ла- йăхрах тесе пачах та шутламастăп. Эпĕ те _ çылăхлă çын тата салтак. Эпĕ паракан минăран çынсем вилеççĕ, çавăнпа та манра (Тăван çĕр-шыв умĕнче тивĕçе пурнăçлатăп пулин те) çылăх питĕ нумай. Манран çỹллĕ шайра тăракансем те пур, кашниех тăванĕсемшĕн _ хỹтĕлевçĕ. ПАТТĂРСЕМ вара _ пирĕн Тăван çĕр-шыва хỹтĕлесе пуç хунă салтаксем. Вĕсен чунĕсемшĕн кĕл тумалла, Турăран çăмăллăх ыйтмалла. Кунта (фронтра) веçех лайăх: çар задачисене пурнăçа кĕртетпĕр, хăвăртрах тăнăçлăх килтĕр тесе тăрăшатпăр. Вара... мĕн пур салтак киле _ çывăх çыннисемпе тăванĕсем патне таврăнĕ.

Фронт линийĕ енчи вырăна «вилĕм хирĕ» теççĕ. Вĕçĕ- хĕррисĕр дронсем вĕçеççĕ, артиллери вут-хĕм тăкать. Ял çынни- сем питĕ йывăрпа кунпа çĕре ирттереççĕ, савăнăç хĕлхемĕ (чĕрĕ юлнă-çке!) çавах пур. Вĕсем ишĕлчĕк çуртсенче (снаряд-бомба аркатнă) пурăнаççĕ. Пỹрт чỹречисем çĕртен çур метр çỹллĕш кăна. Пĕтĕм кĕлеткепе ура çине тăма та пулмасть. Çимелли çук. Кам пусăллă _ телейлĕ, шыв пур-çке! Электричество, укçа-тенкĕ, прописка та çук. Пире, Раççей салтакĕсене, курайманнисем те, ырă сунакансем те тĕл пулаççĕ. Мĕнле чухăн пурăнаççĕ _ курат- пăр, мирлĕ халăх чĕрришĕн хамăр та савăнатпăр. «Юратма, мĕн пуррине хаклама пĕлместпĕр эпир, пурнăçпа иртĕхетпĕр те», _ çак шухăш пуçа килсе кĕрет. Каçар мана, Турăçăм! Эсĕ пулăш- нипе усала çĕнтеретпĕрех!

... Пĕрре çапла черетлĕ заданирен таврăнтăм. Ир-ирех вăрантăм. Хама çапла каларăм:

_ Мĕн пулать те, мĕн килет _ мирлĕ халăха пулăшмалла! Задание кайнă чух, çула май, нуша куракан карчăксемпе старик- сене япаласем парса хăвармалла.

Килтен парса янă япаласене икĕ пакет пуçтартăм: кĕрпе, макарон, супăнь, шăл пасти... Вĕсене рюкзака хутăм, ăна броньлă КамАЗа вырнаçтартăм. Колоннăпа задание кайма тухрăмăр. Пĕр яла çитсен ватă хĕрарăмсене асăрхарăмăр. Чарăнма юрамасть пулин те (КамАЗ патне дрон вĕçсе килме пултарать-çке, мирлĕ çынсем инкеке лекме пултараççĕ), техникăна чартартăм, сиксе антăм, хайхи- сем патне чупса пытăм:

_ Сывлăх сунатăп, асаннесем! Тăнăçлăх пултăр!

_ Сывлăх сунатпăр, салтак.

_ Сире эпир апат-çимĕç, кĕрпе, супăнь парса пулăшас- шăн, _ терĕм.

_ Ай, ывăлăм... _ тери пĕри.

Машина патне вĕçтертĕм, хумханса, тулли пакета илтĕм, инкекри çынсем патне васкарăм. Унта пĕр старик пырса тăнăччĕ. Вĕсем мана куççульпе кĕтсе илчĕç. Алăри коробкăпа пысăк пакета курсан мĕн тери савăнчĕç, мана мăнукне ыталанă пек ыталаса йĕчĕç. Ятăма ыйтрĕç. Эпĕ каларăм:

_ Турă чури...

Çине-çинех тав турĕç.

_ Турă ячĕпе пултăр, _ терĕм эпĕ. Машина патне хăвăрт утса кайрăм.

Савăнăç туйăмĕпе эпир малалла кайрăмăр _ Çĕнтерĕве çывхартма! Лагере таврăнсан та, çак самант куç умĕнчех тăчĕ.

"Судук" позывной.

(Малалли пулать)



31 января 2025
15:39
Поделиться