«Улатăрта лараç, ай, улпутсем, Чукал енче çỹреç, ай, матруссем...»

«Улатăрта лараç, ай, улпутсем, Чукал енче çỹреç, ай, матруссем...»

 

XVIII-ĔМĔР пуçламăшĕнче Чĕмпĕр кĕпĕрнине кĕрекен Пăва уесĕн территорийĕнче вырăс флочĕ валли карап тума вăрман касма пуçлаççĕ. Уес çĕрĕн 37 процентĕнче вăрман ỹснĕ, хыр йывăççи нумай чи лайăх лаптăксене суйласа илсе «Карап ращи» ят параççĕ. Пăва уесĕнче карап тума юрăхлă хыр 149746 гектар йышăннă. Пĕрремĕш Петĕр патша Указĕпе, вăрман касма вырăнти халăха, вăрмана сыхлама вара Каспи тинĕс флочĕн матросĕсене хутшăнтарнă. Вăрман касакансене «лашмансем» теме пуçланă. Пăва уесĕпе илсен, пурĕ 33305 лашман шутланнă.

Хресченсене удельни ведомствине куçарнине çирĕплетекен документран çакă паллă: Асанкассинче _ 27, Чăваш Палтиелпе Патирекре _ 78, Тутар Палтиелĕнче 80 лашман пурăннă. Карап тума хыр çеç мар, юман та кирлĕ пулнă. Акă Пашьел лесничествинче халĕ те «Заказ вăрманĕ» текен вырăн пур, унти патвар юмансене Раççей флочĕ валли касса Пасна çырмипе _ Сĕвене, Сĕверен _ Атăл тăрăх юхтарнă.

Пĕрремĕш Петĕр патша Указĕпе, 1718-çулта Хусан Адмиралтействи туса хураççĕ, унта, тинĕс тата юхан шыв карапĕсем тунипе пĕрех, юсама та пуçлаççĕ. Çак Адмиралтействăра ĕçлеме Пăва уесĕн хресченĕсене те илсе кайнă. Ульяновск патшалăх истори архивĕн докуменчĕ çирĕплетнĕ тăрăх, Шăмăршă вулăсĕнчен _ 64, Шамккай вулăсĕнчен 51 вăй питти арçынна карап тума хутшăнтарнă. Яла таврăнсан вĕсене халăх «матрус» тесе хисепленĕ. (Чĕмпĕр округ сучĕн архивĕ, иккĕмĕш кăларăм, 232 страница).

1722-çулта Адмиралтейство çар карапĕсем те тума пуçлать. Архивра Пĕрремĕш Петĕр патша Хусан воеводи (çар пуçĕ) Никита Кудрявцев патне янă Указ (çыру) копийĕ упранать. Унта çапла çырнă: «Господин виц-губернатор! По посланным при сем чертежам заложите в Казани пятьдесят шхерботов сосновых, только штевены и кили дубовые, в том числе по большому чертежу сорок, а по меньшому десять. А деньги к строению оных шхерботов держите из тех, которые у вас собирают с служивых татар, чуваш и прочих иноверцев».

Çырăва чăвашла çапла ăнланмалла: патша Адмиралтействăна çар карапĕсен чертежĕсене ярса панă, вĕсене тумашкăн кирлĕ чухлĕ хыр тата юман çурса хатĕрлеме хушать. Укçи-тенкине халăхран пуçтаракан налук укçинчен илме сĕнет.

Николай Кудрявцев патне 1722-çулхи августăн 30-мĕшĕнче тепĕр Указ та çитет. Пĕрремĕш Петĕр патша карап тумалли вăрман касассине хăвăртлатма ыйтать. Вырăс флотне йĕркелесе яма йывăç нумай кирлĕ пулнă. Пашьел-Чукал тăрăхĕнчи вăрмана та нумай каснă, халăхра: «Витĕр пăхсан Улатăр курăнать», _ текен сăмах та çỹренĕ.

Раççей патшалăх Сеначĕ 1720-çулхи майăн 27-мĕшĕнче уйрăмах сыхлакан (заповедные) вăрмана тĕлли-паллисĕр касма чарасси çинчен ятарлă Указ кăларать. Саккуна пăхăнмасăр каснă пĕр тĕп йывăçшăн 10 тенкĕ штраф тỹлеттересси çинчен пĕлтернĕ.

 (Пĕлсе тăма: ун чух тăватă пăт ыраш çăнăхĕ _ 30 пус, пĕр пăт ĕне çăвĕ _ 60 пус, пĕр тушка чăхă _ 1 пус, пĕр пуç сурăх _ 12-18 пус, сурăх тирĕнчен çĕленĕ кĕрĕк _ 30 пус, кăш (соболь) тирĕнчен çĕлени _ 70 пус, сăран атă 25-50 пус тăнă _ авт.)

Вăрман вăйлă çаралса юлнине шута илсе, 1797-çулта Пĕрремĕш Павăл патша Раççейре уделсен Департаментне туса хурасси çинчен Указ кăларать, вырăнсенче _ ăçта мĕн чухлĕ йывăç ỹснине шута илме _ 9 экспедици йĕркелеме хушать. Вăтам Атăл тăрăхĕнче Хусан удельни экспедицийĕ Хусан, Чĕмпĕр, Пенза тата Чулхула кĕпĕрнисенчи вăрмана тĕрĕслеме пуçăнать.

1808-çулта Пĕрремĕш Александр патша удельни экспедицийĕсене салатса ярать, вĕсем вырăнне удельни кантурĕсем туса хураççĕ. Хальхи Шăмăршă тăрăхне Улатăр удельни кантурĕн аллине параççĕ, Шăмăршăпа Шамккай вулăсĕсене «удельни приказĕсем» теме пуçлаççĕ.

 Улатăр удельни кантурĕн заведующийĕ пулма Николай Степанович Ермолаева çирĕплетеççĕ.Шамккайпа Шăмăршă вулăсĕсенче пурăнакансем ăна «Улатăр улпучĕ» тесе каланă, унран çав тери хăранă. Николай Ермолаев пирĕн тăрăхри нумай çынна «вăрман вăрри» тесе судпа айăплаттарнă, пысăк штраф тỹлеттерсе кĕлмĕçе кăларнă. Шăпах çав çулсенче ĕнтĕ çакăн пек юрă та «çуралнă»:

«Улатăрта лараç, ай, улпутсем,

Чукал енче çỹреç, ай, матруссем.

Яхтă памаççĕ, ай, хăма çурма,

Хăрăк-турат параç, ай, пỹрт лартма».

(Çĕнĕ Чукалта пурăнакан 85 çулти А.И.Симурзинăран 1947- çулхи августăн 11-мĕшĕнче Александра Лукьянова çырса илнĕ. Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн архивĕнчен).

... КАСПИ тинĕсĕнче вырăс флочĕ 1722-çулта йĕркеленет, вăл купсасен суту-илỹ карапĕсене перс тата Вăтам Ази вăрă-хурахĕнчен хỹтĕлеме пуçлать. Флотилин тĕп бази Астрахань хулинче вырнаçать. Каспи тинĕсĕнче малтан 200 пысăк кимĕпе 45 пĕчĕк карап çеç ишнĕ. Пĕрремĕш Петĕр патша тăрăшнипе, 1722-çулта тинĕсре 22 пин десанта вырнаçтаракан 274 çар карапĕ ишме пуçлать. Çав çулах Каспи çар флотилине туса хураççĕ.

Каспи флотилийĕн историйĕпе паллашнă май, хăçан-тăр кунта пирĕн енчи вăрманти капмар хырсемпе юмансенчен ăсталанă карапсем те ишнине куç умне кỹрсе тăратрăм. Паснапа Хырла çырмисем те Пĕрремĕш Петĕр патша Указне пурнăçлама «хутшăннă» вĕт-ха. Çакăн çинчен паянхи çамрăксен пĕлмеллех тесе шутлатăп. Историе манма юрамасть.

Пашьел-Чукал тăрăхĕнче тинĕсе чунтан юратас туртăм паян кунчченех упранса юлнă. Ахальтен мар ĕнтĕ Пăчăрлă Пашьелĕнче те, Кивĕ Чукалта та халăх вăйĕпе тинĕс флочĕн ветеранĕсене чысласа палăк лартрĕç. Лесника вара кунта халĕ те «матрус» тесе хисеплеççĕ.

Ив.САЛАНДАЕВ, Чăваш Республикин хисеплĕ таврапĕлỹçи.

(Статья çырнă чух автор Ульяновск облаçĕн патшалăх истори архивĕпе Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн архивĕнче упранакан документсемпе усă курнă).



31 января 2025
16:01
Поделиться