Ултавçăсенчен сыхланмалла
2024-Çулта Чăваш Республикинче шута илнĕ преступленисен виççĕмĕш пайĕ _ информаци технологийĕсен сферипе, çав пайран 80 проценчĕ улталаса çын укçине вăрланипе çыхăннă.
Ултавçăсем телефонпа укçа куçарма ыйтсан мĕн тумаллине (калаçăва тăсмасăрах ăна сỹнтермелле, иккĕмĕш-виççĕмĕш хут шăнкăравласан та, тытмалла мар) право йĕркине хỹтĕлекенсем массăллă информаци хатĕрĕсем пулăшнипе лайăхрах ăнлантарма тытăннăранпа çак преступленисем пĕлтĕр виçĕм çулхинчен 6 процент сахалланнă. Шел, вĕсем çынсене пысăк çухату кỹреççĕ. Тĕлĕнмелле: çынсем ултавçăсене çав-çавах ĕненеççĕ, хваттер е çăмăл машина сутсах укçа куçарса параççĕ, хăйсен ирĕкĕпех «шăнман пăр çине» ларса юлаççĕ. Çапла майпа ултавçăсем иртнĕ çул çеç 1 миллиард тенкĕ ытла вăр- ланă.
Вăрланă укçана тавăрма питĕ йывăр. Банка е Шалти ĕçсен министерствин тытăмĕсене «мана улталарĕç» тесе пĕлтерсен кăна ултавçă куçарма ыйтнă счета блокировка тăваяççĕ. Çур кунран е вăхăт ытларах иртнĕ хыççăн çеç систерсен вара вăрланă укçана тавăрма питĕ йывăр.
Шăмăршă муниципалитет округĕнче пурăнакан граждансене, кĕсье телефонĕпе тата интернет сечĕпе усă курнă чух, мошенниксенчен сыхланма чĕнсе калатпăр. Ан манăр: 2024-çулта ултавçăсем пирĕн округра пурăнакансене 1 515 000 тенкĕлĕх сиен кỹнĕ пулсан, хальлĕхе çак пысăк суммăн 22 пин тенкине çеç шыраса илме май килчĕ.
Н.ТЕПИТОВ, Шăмăршăри полици уйрăмĕн начальникĕ.