«Ваççа çухалнă!»

Çичĕ теçеткерен иртрĕм пулин те, Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе пурнăçланă вăхăт паянхи пек асра. Пуçăма уйрăмах кулăшла самантсем кĕрсе юлнă. Вĕсенчен пĕринпе сана, вулаканăм, паллаштарам-ха. Тен, санăн та (арçын пулсан) çакăн пек путишле ĕç-пуç пулнă.

Автор

Чикĕ леш енче хĕсметре пулнă чух салтаксене _ кам ăçта, мĕн тăвать _ тĕрĕслесех тăраççĕ. Казармăран инçех мар _ клуб, юнашарах _ столовăй, кăшт аяккарах _ автопарк. Апата е клуба кино курма салтаксем стройпа утаççĕ. Ăçта кайсан та, ăçтан таврăнсан та _ пурин хушаматне те тĕрĕслеççĕ. Пурте пĕр пек тумпа, пурин те пуçĕ шакла. Халь анчах салтак пăтти çиме пуçланисем пĕр-пĕрне палласа çитмен-ха.

Эпĕ, водитель, пĕр канмалли кун рейсран таврăнсан хурçă «тусăма» лартнă вăхăтра парк дежурнăйĕ тата тепĕр салтак чупса пычĕç:

_ Сирĕн взводран Ваççа Л. çухалнă! Пулăш-ха пире шырама. Машинăсем патне килсе ларман-и? _ терĕç.

_ ?

Мĕн тăвăн _ шырарăмăр. Кашни машина кабинине, кузовне тĕрĕслерĕмĕр, йĕри-тавра пăхкаларăмăр. Çук Ваççа! Çук çĕнĕ салтак!

Каллех рейса тухса кайрăм.

Эп таврăннă çĕре автопарка шăнкăравланă:

_ Василий Л. тупăннă!

Казармăна таврăнтăм. Куратăп: пурте _ коридорта, айăпли (Ваççа ĕнтĕ) _ малта.

_ Мĕн пулчĕ? _ тĕпчет взвод командирĕ пуçне уснă салтакран.

Ваççа тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пачĕ. Ыттисемпе клубра кино курнă хайхискер. Унтан тухсан: «2-мĕш взвод! Строя тăрăр, казармăна утатпăр! _ команда пулнă. Л. строя тăнă та пĕрле утнă. Ара, 2-мĕш взводран-çке вăл. Шел, никама та палламасть. Казармăсем вара юнашарах. Кашнинчех 2-мĕш взвод иккенне, паллах, шăхăрман çамрăк салтак. Çапла вара Ваççа урăх казармăна кайса выртать. Юрать, унтисем ют салтака уйăрса илнĕ, Ваççана хăйĕн казармине _ хăйĕн взводне _ ăсатса хăварнă.

Çакăн хыççăн Ваççа Л-ва урăх çар чаçне, Союза, куçарнă терĕç. Унтанпа ăна никам та курман. Шуркка Петти , Шăмăршă ялĕ.



31 января 2025
15:19
Поделиться