Вăрман сывлăхне тĕрĕсленĕ
ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИНЧИ Вăрмана хỹтĕлекен центр 2024-çулта 1050 гектар çинчи 197 участока тĕрĕсленĕ, çав шутра Шăмăршă лесничествин заявкине те пурнăçланă.
Тĕп тĕллев _ вăрман чир-чĕрне çийĕнчех тупса палăртасси тата йывăçсене сыватмалли майсене кăтартасси.
Шăмăршă вăрманĕнче хыр йывăçĕн диплодиозне, çак йывăçăн тымар чирне тата ăвăс йывăçĕн суя трутовикне тупса палăртнă. Чир-чĕр чăрăшсене те хавшатать.
Йывăçсене çил-тăвăл йăвантарни, пăрлă çумăр хыççăн хырпа чăрăш турачĕсем аманса юлни вăрмана нумай сиен кỹрет. Çавăн пекех темиçе çул каялла вут-çулăмпа сиенленнĕ вăрман лаптăкĕсенче те чир-чĕр сарăлас хăрушлăх пысăк.
Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерстви 2025-çулта вăрмана чир-чĕртен сыватас тĕлĕшпе тивĕçлĕ мера йышăнма шантарать.