Комментарий главного врача Шемуршинской больницы Ирины Смирновой к Посланию Главы Чувашии Олега Николаева

Ирина Смирнова, Шăмăршă район больницин тĕп врачĕ:
- Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырура республикăмăр аталанăвне, кунта пурăнакансен ĕç тата пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе тунă ĕç-пуçа тĕплĕн сăнланă, малашлăхри тĕллевсене уçăмлă палăртнă.
Юлашки пилĕк çул хушшинче кăна сывлăх сыхлавĕн 291 объектне юсанă тата тунă. Вĕсем _ çĕнĕ поликлиникăсем, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсем, тухтăр амбулаторийĕсем, фельдшерпа акушер пункчĕсем тата ытти инфраструктура. Çак ĕç-пуçа туса ирттерме 207-шĕ валли _ "Сывлăх сыхлавĕ" Наци проекчĕн укçи-тенкине, 84-шне республика бюджечĕн укçи-тенкине уйăрнă.
Кăçал çĕнĕ "Çемье" Наци проекчĕ пурнăçа кĕмелле. Унпа килĕшỹллĕн, регионта ача çуратассине ỹстересси тĕп вырăнта пулĕ. Малашнехи виçĕ çулта хĕрарăмсен 9 консультацине йĕркелени, республикăн перинаталь центрне тата Шупашкарти 1№ клиника больницине çĕнетни, çавăн пекех тин çуралнă пепкесене пăхмашкăн тỹлевсĕр прокат пункчĕсем, виçĕ çулчченхи пепкесене пăхмалли кĕске вăхăтлăх ушкăнсем уçни, студентсемпе наука сферинче вăй хуракан ашшĕ-амăшне пулăшу памалли хушма формăсем туни демографи çине ырă витĕм кỹресси шанăç параççĕ. 2025-çулта С-гепатит чирĕпе кĕрешмелли программа старт илет.
2025_2027-çулсенче çак тĕллевпе 68 млн укçа-тенкĕ уйăрмалла.
Диспансеризаци _ ку е вăл чир-чĕре тупса палăртмалли тата ăна вăхăтра сиплемелли мел. Ун çине кирлĕ пек тимлĕх уйăрассине палăртни, ман шутпа, питĕ тĕрĕс. Çакă граждансен сывлăхне çирĕплетме тата вĕсен ĕмĕрне тăсма май парĕ. Меллĕ самантпа усă курса, округ çыннисене хăйсен сывлăхне упрас тĕллевпе диспансеризаци витĕр вăхăтлă тухса тăма сĕнетĕп.
"ФАП _ сывлăх парнелекен центр" проект фельдшерсепе халăхăн çыхăнăвне çирĕплетесси куç кĕрет.
Раççейри _ Çĕр-шыв хỹтĕлевçисен тата Чăваш Енри Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкĕнче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи ветеранĕсене тата СВО участникĕсен сывлăхне тарăннăн тĕрĕслесе-сăнаса тăрассине мала хуни савăнтарать. Уйрăм медицина тĕрĕслевĕ (çав шутра _ килте) йĕркелемешкăн сиплевпе реабилитаци программи тăрăх ĕçсем тума палăртнине лайăх тесе шутлатăп.
Пирĕн округра та граждансен сывлăхне тĕрĕслесси тата вĕсене сиплесси çине сахал мар тимлĕх уйăраççĕ. Ялсенчи медицина учрежденийĕсем тата район больници ĕçченĕсем хăйсенчен килнине веçех тăваççĕ. Округра 11 ФАП, 5 тухтăр амбулаторийĕ, центрти поликлиника _ ял çыннисен сывлăх сыхлавĕшĕн тĕп тĕрек.
Кăçал, РФ "Сывлăх сыхлавĕн пирвайхи сыпăкне модернизацилесси" проекчĕпе килĕшỹллĕн, Палтиел ялĕнче тухтăр амбулаторийĕ тумалла, Пăчăрлă Пашьелĕнчи тухтăр амбулаторине тĕпрен юсамалла, район больницин рентген кабинетĕнче тĕпрен юсав ĕçĕсене туса çĕнĕ оборудовани лартмалла. Çак проектпах 2026_2030-çулсенче районти поликлиникăн хирурги тата терапи корпусĕсене тĕпрен юсама пăхса хăварнă. Çавăн пекех маммографи, куçса çỹрекен рентген тата УЗИ аппаратури, ытти оборудовани туянса лартма палăртнă. "Сывлăх сыхлавĕн пирвайхи сыпăкне модернизацилесси" проекта пулах 8 çăмăл автомобиль медицина ĕçченĕсене ялсенчи учрежденисене тухса çỹреме, Канашпа Шупашкар хулисене пациентсене тата анализсене ăсатма-кỹме сисĕмлĕ пулăшу параççĕ.
Кĕскен каласан, Правительство пулăшнипе халăх сывлăхĕ яланхи тата шанчăклă тимлĕхре.