Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă çырăва сỹтсе яватпăр
Иван САЛАНДАЕВ, «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат редакторĕ: _
Ял çынни пулнă май, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев агропромышленность комплексĕн аталанăвĕ пирки каланине тимлĕн итлерĕм.
Иртнĕ 5 çул хушшинче республика ялĕсенче 5,8 миллиард тенкĕлĕх 5218 пуçару проектне пурнăçа кĕртнĕ. 100 гектар çĕр пуçне агропродукци туса илессипе Чăваш Республики Атăл çи федераци округĕнче виççĕмĕш вырăн йышăнать. 2020-çултанпа аграрисем 11 миллиард тенкĕлĕх 4 пин единица ытла çĕнĕ техника туяннă. Ача сачĕсенче 130 агролаборатори уçăлнă.
2030-çул тĕлне республикăра чăх çăмарти туса илессине _ 55 процент, кайăк- кĕшĕк йышне _ 2 хут, хăмла туса илессине 46 процент ỹстермелле.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Çырура палăртнине хамăрăн Шăмăршă муниципалитет округĕнче çанăсене тавăрсах пурнăçа кĕртмелле. Сăмахран, округра мăйракаллă шултра выльăх йышĕ _ уйрăмах сăвăнакан ĕнесен хисепĕ _ çултан-çул чакса пынине чарса лартмалла. Ку тĕлĕшпе килти хушма хуçалăха аталантарма пулăшмалла.
Ним пытармалли те çук: ял çыннисенчен нумайăшĕ выльăх апачĕ тупма йывăррипе ĕне усрама пăрахать. Тата тепĕр çивĕч проблема: сутлăх продукци хакĕ хресчене тивĕçтерменни. Ĕне çемьене тăкак çеç кỹрет пулсан, ăна усрас кăмăл та сĕвĕрĕлет.
Çырура Чăваш Енре туса илекен пысăк пахалăхлă продукци хисепне ỹстерме чĕнсе каланине ырламалла. Паян япăх продукципе мала каяймăн, Шăмăршă муниципалитет округĕнче çитĕнтернĕ тырă та, çĕр улми те, ытти продукци те тавар туянакан ыйтăвне туллин тивĕçтертĕр тесе тăрăшмалла.
Олег Николаев Çырура массăллă информацин хатĕрĕсенче ĕçлекенсене хумхантаракан ыйтăва та ăнлантарса пачĕ. Ку _ Медиахолдинг тăвасси. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ, ял çыннисем район хаçатне юратни, ăна хапăл тусах çырăннине палăртнипе пĕрлех, хаçата вулакансем патне çитерме кăткăс тата хаклă пулнине те палăртрĕ. Медиахолдинг, пичет изданийĕсене оптимизацилесе, редакцисен ĕçĕнчи йывăрлăхсене татса пама тивĕç. Редакцисем, хуçалăх ĕçĕнчен хăтăлса, журналистикăпа тỹрремĕнех ĕçлеме пуçлĕç, çакă хаçат пахалăхне лайăхлатма пулăшмалла.