Фронта _ сиплĕ кучченеç

Фронта _ сиплĕ кучченеç

Патирекре пурăнакан Елена Лысова, ятарлă çар операцине пулăшассине пирвайхи тивĕç вырăнне хурса, «Çĕнтерỹ чĕнĕвĕ _ Шăмăршă» пуçару ушкăнне 9 кг пыл кỹрсе пачĕ.

_ Тĕрлĕ чечекрен пухăннă нектар çимĕçĕ мир салтакĕсене чир-чĕртен упранма-сипленме пулăшĕ, _ тет Елена Александровна. _ Ентешĕмĕрсене тăван кил ăшшине туйма пулăшни вара _ чи кирли.

Пылак кучченеçпе пĕрле Елена Александровнăн çырăвĕ те салтаксене хавхалану кỹресси паллă. «Хаклă Хỹтĕлевçĕмĕрсем! Эпир _ Сирĕнпе кашни кун, кашни сехет, кашни самант пĕрле! Эсир нацизма çĕнтерсе ырă-сывă таврăнасса çирĕп шанатпăр», _ тесе çырнă сăмахсем кашниншĕн чун тĕрекĕ пулĕç.

З.Воробьева.



07 февраля 2025
15:39
Поделиться