Фронтовика - юбилей медалĕ

РАÇÇЕЙ ФЕДЕРАЦИЙĔН Президенчĕ, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнĕ май, ветерансене юбилей медалĕпе наградăласси çинчен Указ йышăннă. Президент ячĕпе, медале муниципалитет округĕсене ертсе пыракансем параççĕ.

Иртнĕ кунсенче Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов тата округ Пухăвĕн депутачĕ Вера Хорькова çак медале Пăчăрлă Пашьел ялĕнче пурăнакан Александр Иванович Гармонщиков фронтовика килне пырса панă.

100 çултан иртнине пăхмасăр, Александр Иванович пурнăç çине юратса пăхать, вăрçă паттăрĕ ял-йышшăн тата пĕтĕм округшăн ырă тĕслĕх пулса тăрать.

Округра «1941-1945-çулсенчи Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул» юбилей медальне савăнăçлă лару-тăрура парас ĕç малалла пырать.

Е.ЖОЛОБОВА.



07 февраля 2025
14:43
Поделиться