Халăх ырлани _ тухтăршăн савăнăç

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Сывлăх сыхлавĕн министерстви «Тавах, тухтăр! Тавах, медсестра!» акци ирттернĕ, унта 2024- çулхи январьтен пуçласа пĕлтĕрхи декабрьчен çынсем медицинăра тăрăшакансен ĕçне мĕнле хак панине тишкернĕ.

Акцин иккĕмĕш тапхăрĕнче министерство сайтĕнче 20 224 çын сасăланă, вăл е ку кандидатшăн хăйсен сассине панă.

Шăмăршă муниципалитет округĕпе «Халăх ырлани» общество наградине район больницин стоматологĕ-хирургĕ Руслан Багманов тивĕçнĕ.



07 февраля 2025
14:49
Поделиться