Хастарлăх пысăк

ПĔТĔМ Раççейри «Пĕрлĕхлĕ Раççей» обществăлла организацин вырăнти уйрăмĕн пуçарăвĕпе (ертỹçи _ Ираида Пыркина) Шăмăршăри Раççей ял хуçалăх банкĕн çуртĕнче хĕрỹ ĕç пырать. Иккĕмĕш хутра маскировка сетки çыхаççĕ.
Шăмăршă ял территори уйрăмĕн специалисчĕсем, çавăн пекех хастар хĕрарăмсем _ Ираида Ефимова, Галина Портнова, Ирина Моисеева, Елена Кузьмина _ пĕрлехи вăйпа кĕске хушăрах 7 хỹтлĕх карри çыхса хатĕрлерĕç.
Округри ял территори уйрăмĕсем те ушкăн ĕçне хутшăнса вырăнта маскировка сетки çыхассине йĕркеленĕ.
Çывăх вăхăтра хỹтлĕх каррисене фронта ăсатĕç.
Е.Жолобова.