Каçар, тăван ял...

Каçар, тăван ял...

ХАМĂН пурнăçра мĕн кăна курма тивмерĕ-ши? Сталин саманинче çуралнăскер, çĕр-шыва Георгий Маленков (1953-çулхи март-сентябрь уйăхĕсем), Никита Хрущев (1953-1964 çç.), Леонид Брежнев (1964-1982 çç.), Юрий Андропов (1982-1984 çç.), Константин Черненко (1984-1985 çç.), Михаил Горбачев (1985-1991 çç.), Борис Ельцин (1991-1999 çç.), Дмитрий Медведев (2008-2012 çç.) ертсе пынă çулсенче те пурăнса куртăм.

Манран аслăрах пĕр юлташ каланă пек: «Маленков стаканне те ас тăватăп, Хрущевăн куккурус çăкăрне те çинĕ, Брежневăн «коммунизмĕнче» те ура хуçса ташланă, Андроповăн «хĕскĕчне» те çакланнă, Горбачевăн çур çухрăма тăсăлакан черетĕнче те шăнса пăсăлнă».

Юлташ сăмахĕ _ пĕрре те ỹстерсе калани мар. Ку вăл _ пурнăç чăнлăхĕ. Çĕр-шыв аталанăвĕнче темĕнле самант та пулнă, пурне те ас тума та йывăр. Çапах та, мĕнле йывăр пулсан та, ял çынни пурнăçа сыпăнтарса пыма тăрăшнă.

Ас тăватăп-ха: иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш çулĕсен вĕçнелле _ çитмĕлмĕш çулсен пуçламăшĕнче _ нумай çемье çăмăл пурнăç шыраса урăх вырăнсене куçса кайрĕ. Кỹршĕллĕ Ульяновск облаçĕнче кăна Шăмăршă тăрăхĕнчен кайнă 1 пине яхăн çын пурăннине пĕлетĕп. Пенза, Самар облаçĕсене, Çĕпĕрти регионсене миçе çемье кайса вырнаçнине шутласа кăларма та йывăр. Акă Шамккайран 100 килĕ ытла Самар тата Пенза облаçĕсенче тĕпленнĕ. Кашни çулах вĕсем _ çимĕк хыççăнхи тунтикун _йăлана кĕнĕ «Березка» уявне пуçтарăнаççĕ. Пушă çуртра е палаткăра икĕ-виçĕ кун пурăннă хыççăн тăван ялпа куççуль тăкса уйрăлаççĕ.

Çапла, Шамккай паян Мамай çарĕ çĕмĕрсе _ ватса хăварнă ял пекех. Пур çĕрте те _ вĕтлĕх вăрман, вĕлтренпе эрĕм. Хăçан-тăр кунта «Светлый путь» (ячĕ мĕнле чаплă _ «Çутă çул»!) колхоз пулнине выльăх- чĕрлĕх витин ишĕлчĕкĕсем çеç аса илтереççĕ.

Шамккай çеç мар, округри ытти хăш-пĕр ял та пушанса юлчĕ. Никам та пурăнман, ишĕлсе анма пуçланă çуртсем Палтиелĕнче те, икĕ Чаткасра та, Виçпỹрт Шăмăршăра та, Пăчăрлă Пашьелĕнче те, Чукалта та нумай. Шăмăршăра та _ çĕнĕ урамсемсĕр пуçне _ унта та кунта пушă çурт ларать. Çак çуртсем, ял илемне янисĕр пуçне, вут-кăвар тухас хăрушлăха та ỹстереççĕ. Кăçал акă Шамккайра никам та пурăнман çурт çунса кайнă. Çакăн пек инкек ытти ялта та пуласран Турă сыхлатăрах.

Округра çын йышĕ чакнăçем чакса пырать. Хăш çул миçе çын пурăннине тишкерсе тухни çакна кăтартать: 1959-çулта _ 25730, 1993-çулта _ 17900, 1997-çулта _ 17200, 2001-çулта _ 16600, 2002-çулта _ 16588, 2005-çулта _ 16000, 2009-çулта _ 14623, 2010-çулта _ 14759, 2011-çулта _ 14643, 2012-çулта _ 14137, 2013-çулта _ 13731, 2014-çулта _ 13369, 2015-çулта _ 13147, 2016-çулта 12846 çын...

Хальхи вăхăтра Шăмăршă округĕнче ялан пурăнакан çын йышĕ 10 пинрен те иртмест. Чăнах та, хут çинче кăшт пысăкрах пех курăнать, анчах ялти пропискăпа хулара пурăнакан нумай.

Çапла вара, 30-40 çул хушшинче Шăмăршă тăрăхĕнчи халăх йышĕ икĕ хут ытла чакрĕ. Çак тапхăрта ял масарĕсен территорийĕ икĕ-виçĕ хут ỹсни те _ вăрттăнлăх мар.

Юлашки кăтартусене илер-ха: 2024-çулта округра тĕрлĕ сăлтавпа 209 çын пурнăçран уйрăлса кайнă, пурĕ те 46 ача çеç çуралнă. 209 çын вилни Ирçе Тĕкки пек çичĕ ял çĕр çинчен çухалнине пĕлтерет. Хăрушă!

Ача сахал çуралсан, çын йышĕ чакса пырсан Шăмăршă округĕн шăпи мĕнле пуласси те хăратать.

Çĕнĕ çурт-йĕр çĕкленни те, çулсене асфальт сарни те çамрăксене яла юлма илĕртеймест. Каччăсемпе хĕрсене тата çамрăк çемьесене лайăх тỹлекен ĕç вырăнĕ кирлĕ. Çак ыйтăва татса памасăр округра ача çураласси те ỹсмĕ, çын йышĕ те чаксах пырĕ.

Иртнинче пĕр ватă педагогпа, хĕрĕх çул ытла ачасене таран пĕлỹ парассишĕн сывлăхне шеллемесĕр тăрăшнă хисеплĕ çынпа, округ шăпи мĕнле пуласси пирки пăшăрханса калаçрăмăр. Унăн шухăшĕпе, паянхи пек кăткăс лару-тăру малашне те çăмăлланмасан, тепĕр 10 çултан округ территорийĕнче пĕр вăтам шкулпа пĕр ача сачĕ çеç тăрса юлма пултарать.

_ Темиçе ачашăн шкул та, ача сачĕ те тытса тăмĕç, _ хурланса сăмахларĕ ватă учитель. _ Ял пушанса юлни, унта ватăсем çеç пурăнни нивушлĕ никам чĕрине те ыраттармасть-ши?

Демографи ыйтăвне татса пама çамрăксем çеç пултараççĕ. Вĕсене ялта пурăнма тата ĕçлеме мĕн пур услови туса памалла. Чи малтан, çамрăксене ĕçпе тивĕçтермелле. Мускав тăрăх нушаланса çỹрени _ çăлăнăç мар, каччăсемпе хĕрсем тата çамрăк çемьесем вырăнтах ĕç тупма пултарччăр. Çак ыйтăва мĕнле татса памалли пирки çĕр-шыв, республика, округ шайĕнчи депутатсен тарăннăн шухăшласа тивĕçлĕ мера йышăнмалла.

ПĔЛЕТĔП-ХА: эпĕ çырнипе килĕшменнисем те пулĕç, журналист шухăшне хурлакансем те тупăнĕç. «Атте-анне _ ялта, ачасем _ хулара» шухăшпа пурăнма çăмăл-çке: çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелессишĕн тăрăшмалла мар, пушанса юлнă çуртсене асăрхаман пек пулмалла.

Мана Шăмăршă округне хăçан та пулин Шамккай ялĕн шăпи кĕтесси хăратать. Урăх никама та хăратмасть-ши? Ив.САЛАНДАЕВ.



07 февраля 2025
15:52
Поделиться