Кивĕ Культура çурчĕ тавра _ тавлашу
ШĂМĂРШĂРИ кивĕ Культура çурчĕ тахçантанпах ĕнтĕ пушă ларать. Унăн малашнехи шăпи мĕнле пулĕ-ши? Хăшĕсем çак çурт вырăнĕнче Çамрăксен пултарулăх центрĕ çĕкленмелле теççĕ, «проект та пур» тесе çирĕплетеççĕ. Теприсем çак вырăнта Перекет банкĕн çуртне туса лартма сĕнеççĕ, çынсене Карапай Шăмăрша çити çỹреме нуша тесе тĕрĕсех калаççĕ.
Культура çуртне тустарса, автомашинăсене лартмалли лайăх вырăн тума та сĕнеççĕ. Чăнах та, пасар кунĕ Шăмăршăра вун-вун автомашина çула пỹлсе лартать, транспорт хатĕрĕсем газона та таптаса пĕтереççĕ.
Пирĕн шутпа, çак ыйтăва округ Пухăвĕн депутачĕсен çывăх вăхăтрах сỹтсе явмалла, мĕнле йышăну тунине «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат урлă халăха уççăн пĕлтермелле. Вăрттăн тăвакан ĕç çиеле тухатех, халăхпа канашласа тунине нимĕн те çитмест