Олег Николаев: "Çĕнĕ тĕллевсене çĕнĕ вăйпа пурнăçа кĕртмелле"

ЯНВАРĔН 31-мĕшĕнче Шупашкарти оперăпа балет театрĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăн Патшалăх Канашне Çырупа тухнă.
Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Патшалăх Гимнĕсем янăранă хыççăн, зала пуçтарăннисем ятарлă çар операцийĕнче пуç хунисене асăнса пĕр минут шăп тăнă. Олег Николаев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырура ятарлă çар операцине хутшăнакан боецсемпе вĕсен çемйисене нумай пулăшнине, ку енĕпе татса памалли ыйтусем те пуррине палăртнă.
Олег Николаев Чăваш Республики Наци проекчĕсене ăнăçлă пурнăçа кĕртни, умра тăракан çĕнĕ проектсемпе тата та тăрăшарах ĕçлемелли çинчен каланă. Юлашки тăватă çул хушшинче регионăн пĕтĕмĕшле (валовый) продуктне илесси икĕ хута яхăн ỹснĕ, бюджетри хамăрăн тупăш виçи нумай пысăкланнă.
Залра ларакан кашни çын Çырура хăйне хумхантаракан ыйту çине хурав тупнă. Сăмахран, республикăра 9 çĕнĕ шкул тунă тата 111 шкула, 38 ача садне, 3 техникумпа 94 шкулти спорт залне тĕпрен юсанă.
Иккĕмĕш çул ĕнтĕ республика про-мышленность производствин ỹсĕмĕпе малти вырăнсене йышăнать. Хальхи вăхăтра республика 85 миллиард тенкĕлĕх 117 инвестици проектне пурнăçа кĕртет.
Аграрисен те савăнмалли пур: 2030-çул тĕлне АПК продукцине илесси _ 2021-çулпа танлаштарсан _ 25 процентран кая мар ỹсмелле, экспорт хисепĕ вара 1,5 хут пысăкланмалла. «Симĕс ылтăн» _ хăмла _ туса илесси çине уйрăмах тимлĕ пăхма палăртнă.
Сывлăха сыхлас ĕç, вĕрентỹ, культура, экологи, спорт, строительство, энергетика _ Çырура пĕр отрасле те манса хăварман. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ палăртнине пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе отрасль министерствисем умне çивĕч тĕллев лартнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырăва итлеме Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин, округ депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Вера Хорькова, ял территори уйрăмĕсене ертсе пыракансем хутшăннă.
Çырупа паллаштарнă церемони «Алран кайми» юрă итленипе вĕçленнĕ. Çĕр ĕçченĕпе сухаçа халалланă музыка композицийĕ залри кашни çын чĕрине хумхантарнă.
Н.ИЛЬИНА.