Пĕлтĕрхи хастар ĕç, кăçалхи пысăк тивĕç...
РЕСПУБЛИКĂН адреслă инвестици программине хутшăнса, Шăмăршă муниципалитет округĕн территорийĕнче иртнĕ çул çак проектсене пурнăçа кĕртнĕ:
_ Виçпỹрт Шăмăршăпа Асанкассинчи фельдшерпа акушер пункчĕсем валли медицина оборудованийĕ туяннă;
_ Палтиелĕнче тухтăр амбулаторийĕ тума проектпа смета документацине хатĕрленĕ;
_ Шăмăршă район больници валли блокпа модуль котельнăйĕ туса лартнă;
_ Палтиел вăрманĕнче вырнаçнă шыв управĕнчи ушкăнлă водоводран ялсене шыв илсе çитерме проектпа смета документацине хатĕрлесе пĕтернĕ.
Адреслă инвестици программипе килĕшỹллĕн, 2025-çулта Палтиелĕнче тухтăр амбулаторийĕ туса хута ямалла тата «Шăмăршă _ Суйкăн _ Алтышево _ Аниш» автоçул çинчи шыв юхса тухмалли тимĕр бетон сооружение реконструкцилемелле.