Пушкăртстанран - кĕмĕл медальпе

ÇАК кунсенче Пушкăртстан тĕп хулинче _ Уфара _ Атăл çи федераци округĕнче армрестлинг спортĕнче мала тухассишĕн чемпионат иртнĕ. Унта Шăмăршă муниципалитет округĕнчи Виçпỹрт Шăмăршă ялĕнче çуралса ỹснĕ Мария Малова Чăваш Республикин чысне хỹтĕленĕ. Çивĕч кĕрешỹре пирĕн Маша кĕмĕл медаль çĕнсе илме пултарнă. Мĕн пĕчĕкрен ялта ĕçе юратса ỹснĕскер, чăваш хĕрĕ алă вăйĕпе те чи маттуррисенчен пĕри пулнă.



07 февраля 2025
14:46
Поделиться