«Çĕр-шывăмăн шанчăклă хуçи пуласчĕ...»
«Кашни çыннăн историри пĕлтерĕшне _ вăл Тăван çĕр-шывшăн тунă ĕçĕсене кура, этемлĕхĕн мăнаçлăхне унри патриотизм хăватне кура виçеççĕ». Николай Гаврилович Черн ышевский, вырăссен паллă çыравçи.
Пăчăрлă Паш ьел вăтам шкулĕнче Асанкасси, Пăчăрлă Пашьел, Кивĕ Чукал, Çĕнĕ Чукал, Вырăс Чукал, Улмаллă ачисем вĕренеççĕ. 138 вĕренекенпе пĕрле тата шкулчченхи хатĕрленỹ класĕн 11 шăпăрланĕ пĕлỹпе воспитани илет. Шкул çумĕнчи ача садне вара 13 арçын ачапа хĕрача çỹрет.
Эльвира Можаева ертсе пыракан вĕренỹ учрежденийĕнче Раççей халăхĕн ырă традицийĕсене тивĕçлĕ шайра тытса пыраççĕ. Вĕренỹре те, общество ĕçĕсенче те хастарлăхпа палăрать коллектив. Кашнийĕ пирки çырса пĕтереймĕн. Паянхи çивĕч лару-тăрăва кура патриотизмла воспитани ыйтăвĕ çинче чарăнса тăрар.
«Патриотизм туйăмĕ тăван ялтан пуçланать», _ тени шăпах çак шкул ачисемпе çыхăннă. Шкулти краеведенипе истори музейĕ çитĕнекен ăрăва ялсен историне, этнографине тишкерсе материал пухмалли-упрамалли питех те кирлĕ вырăн пулса тăчĕ. Музей çамрăк тĕпчевçĕ сене тĕрлĕ шайри конкурссене, акцисене хутшăнма тата малти вырăнсем йышăнма сисĕмлĕ пулăшу кỹрет. Экскурсисем (хамăр тата кỹршĕллĕ округран та пулаççĕ кунта) ăс-хакăл çỹпçине тултарма та, патриотизмпа хĕмленме те вăйлă витĕм кỹреççĕ.
Ятарлă çар операцийĕнче тăракансене пулăшассине Пăчăрлă Пашьел вăтамшкул коллективĕ пирвайхи тивĕç вырăнне хурать. Унсăр мĕнле пултăр-ха? Тыл пулăшăвĕ _ пулас Çĕнтерỹ никĕсĕ-çке-ха. Хỹтĕлевçĕсен хушшинче шкул выпускникĕсем те сахал мар. Вĕсемпе вĕрентекенсемпе ачасем тачă çыхăну тытаççĕ. Раççей çарĕнче срочнăй службăра тăракан, ятарлă çар операцийĕнче миршĕн кĕрешекен салтаксемпе офицерсем _ ĕнерхи выпускниксем _ тăван яла килсен хăйсем пĕлỹпе воспитани илнĕ шкула васкаççĕ. Вĕсем юратнă вĕрентекенĕсемпе тата çамрăк ăрупа тĕл пулса мирлĕ пурнăç, Тăван çĕр-шыв хаклăхĕ пирки калаçу пуçараççĕ. Хỹтĕлевçĕпе куçа- куçăн тĕл пулнине ним те çитмест!
Учительсем ертсе пынипе, ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе ачасем мир салтакĕсем патне çыру çыраççĕ, апат-çимĕç, эмел, тумтир пуçтарса параççĕ, окоп çурти тăваççĕ _ ку ĕç самантлăха та чарăнмасть. Çавăн пекех фронтри ентешсем ыйтнипе дронсене хирĕç кĕрешмешкĕн РЭБ (радиоэлектронная борьба), анализатор, тепловизор, ноутбук, дрон тата ыттине туянма укçа-тенкĕ пухаççĕ. Пĕрлехи вăйпа маскировка сеткисем çыхса ăсатрĕç, халĕ çак ĕç уйрăмах анлă сарăлчĕ. «Çĕнтерỹ чĕнĕвĕ _ Шупашкар» тата «Çĕнтерỹ чĕнĕвĕ _ Шăмăршă» пуçару ушкăнĕсемпе çыхăнса ĕçлени ĕç-пуçа хăвăртлатать.
Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕн коллективне пархатарлăхшăн _ гуманитари пулăшăвĕшĕн _ çапăçури виçĕ çар чаçĕ Тав çырăвĕпе чысланă. «Эсир пире пулăшни _ пĕрлехи ĕçшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ! Çĕнтерỹ пирĕн енче пулать!» _ тесе çырни ачапа çамрăка мĕн тери çунатлантарни каламасăрах паллă.
Çапла, мĕн пĕчĕкрен Çĕр-шывăмăр нушине туйса, ун хỹтĕлевçисене пулăшса ỹссен пирĕн ăру шанчăклă смена пуласси куç кĕрет. Çапла пултăрччĕ...
Зинаида Свеклова.