Саранча сарăлма пултарать

ХĔЛ ăшă килнипе, Раççейри нумай регионта _ çав шутра Чăваш Республикинче те _ çу кунĕсенче саранча сарăлас хăрушлăх пур.

Саранча _ хуть те мĕнле апата та тиркемен усал хурт-кăпшанкă. Пысăк ушкăна пуçтарăнса, çак çăткăн хăйĕн çулĕ çинче мĕн пуррине веçех тĕп тăвать. Саранча ял хуçалăх культурисене, çырла тĕмĕсене, пахча çимĕçпе утăлăх акнă курăка çисе ярать.

Саранчана хими имçамĕ пулăшнипе çеç пĕтерме пулать. Наркăмăшлă препарата агродрон пулăшнипе пĕрĕхеççĕ. Ял çыннисен, килти пахчара е хирте çак хăрушă хурт-кăпшанка асăрхасанах, округ администрацийĕн ял хуçалăх пайне пĕлтермелле.

В.СЕВРЮГИН.



07 февраля 2025
09:58
Поделиться