Сергей Данилов : «Кăçал хĕвел çаврăнăш çитĕнтерес шухăш пур»

ИРТНĔ çулхи майăн 1-мĕшĕнче округра ĕçпе чапа тухнисене чысларĕç, чи маттур 16 çын сăн ỹкерчĕкне Хисеп хăми çине кĕртрĕç. Çак пысăк чыса тивĕçнисен йышĕнче Асанкасси ялĕнчи Сергей Данилов фермер та пурри мана _ ăна чылайранпа паллакан çынна _ питĕ савăнтарчĕ. Чаплă мероприяти хыççăн çĕр хуçине алă тытсах саламларăм.
_ Хĕрỹ ĕçе пăрахсах килтĕм те киле таврăнма васкатăп. Тепрехинче калаçăпăр, _ терĕ ун чухне фермер.
Акă «тепрехинче» тени тинех çитрĕ: хальхинче Сергей Даниловпа çитес çур аки пирки сăмах пуçартăмăр.
_ Фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕренпе кăçал 21 çул çитет, _ пĕлтерчĕ Сергей Зинонович. _ Тĕрлĕ культура акнă, çĕр улми те çитĕнтернĕ. Çĕр ĕçне юратсах пăрахрăм темелле пуль _ тĕлĕкре те хирте ĕçлекен трактор курăнать (кулать).
_ Сергей Зинонович, кăçалхи çур аки ытти çулсенчен иртерех килет тесе калаççĕ. Хĕрỹ тапхăра хатĕр-и?
_ Ĕлĕкрех _ шкулта вĕреннĕ чух _ эпĕ те пионер пулнă. Унта пире: «Яланах хатĕр!» _ теме хушатчĕç.
Паян вара _ çулăмсем ỹссе пынă май _ пуç тавра тарăннăн шухăшламасăр: «Яланах хатĕр», _ теейместĕп.
Чăнах та, хама çирĕплетсе панă çĕре кĕркуннех лайăх сухаласа хăвартăм. Кăçал хĕвел çаврăнăш çитĕнтерме тĕллев лартрăм. Çу паракан çак культура 100 гектар йышăнĕ. Вăрлăхне çитес вăхăтра кỹрсе килетĕп.
Унсăр пуçне, выльăх валли 50 гектар урпа ака- тăп. Вăрлăх çителĕклĕ, лайăх пахалăхлă.
_ Соляркăпа минерал удобренийĕ пирки мĕн калама пултаратăр?
_ Мĕн калам-ха: мана 10 тонна удобрени кирлĕ пулсан, укçине маларах тỹлесе хутăм. Турттарса çеç килмелле. 5 тонна солярка кирлĕ пулать. Топливо пирки калаçса татăлнă, укçа куçарман-ха. Ку ыйту çур аки пуçланиччен йĕркеллех татăлĕ. Манăн икĕ МТЗ трактор _ иккĕшĕ те юсавлă. Кăкарса ĕçлемелли техника та хире илсе тухма хатĕр.
_ Эсир йышлă выльăх-чĕрлĕх те усратăр. Вăрттăнлăх мар пулсан, миçе пуç?
_ Мăйракаллă шултра выльăх йышне 35 пуçа çитертĕм. Сăвăнакан ĕнесем те, вăкăрсем те пур. Маларах кашни кунах 300 литртан кая мар сĕт сутнă. Халĕ _ ĕнесем пăрулас умĕн _ сĕт чакрĕ. Март уйăхĕнче сăвăм нумай ỹсмелле. Сĕт тата аш-какай сутни маншăн тупăшлă. Выльăх апатне кашни çулах ытлă-çитлĕ хатĕрлетĕп.
_ Сергей Зинонович, йывăр та канăçсăр ĕçре ăнăçу сунатăп Сире!
_ Тепрехинче _ çур аки вăхăтĕнче _ ытларах калаçăпăр! _ тесе йăл кулса сыв пуллашрĕ манпа фермер.
Ив.САЛАНДАЕВ калаçнă.