Сергей Галкин : «Эпир сирĕнпе мухтанатпăр!»

Сергей Галкин : «Эпир сирĕнпе мухтанатпăр!»

ХАЛЬХИ вăхăтра округри вăрçăпа тыл ветеранĕсене «1941-1945-çулсенчи Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул» юбилей медалĕпе чыслаççĕ. Иртнĕ юнкун Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин, Анат Чаткас ял территори уйрăмĕн начальникĕ Лариса Петрова тата округри депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Леонид Нянин Велиме Абдюшевна Ухтияровăпа Елизавета Васильевна Леонтьева тыл ветеранĕсене савăнăçлă лару-тăрура юбилей медальне пачĕç.

_ Эпир Сирĕнпе мухтанатпăр, Сирĕн паттăрлăхăр умĕнче пуçăмăра таятпăр! _ çак сăмахсене каласа чĕререн тав турĕ ветерансене Сергей Авенирович.

Н.ИЛЬИНА.



07 февраля 2025
14:44
Поделиться