Шăмăршă шкулĕн пĕчĕк «çăлтăрĕсем»
«ÇĂЛТĂРПА пĕрле _ зарядка» проектпа килĕшỹллĕн, Шăмăршă вăтам шкулĕнче тепĕр интереслĕ мероприяти пулнă. Хальхинче вĕренекенсен физзарядкине шкулти «çăлтăрсем» ирттернĕ.
Икĕ «çăлтăр» та вĕренỹри тата общество ĕçĕнчи çитĕнỹпе палăрнă: 10 класра вĕренекен Люба Семенова _ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн, Анастасия Елкина Шăмăршă муниципалитет округ пуçлăхĕн стипендиачĕсем. «Çăлтăрсемпе» ирттернĕ физзарядка пурне те килĕшнĕ.