Тав çырăвĕпе чысланă

Тав çырăвĕпе чысланă

Ятарлă çар операцийĕнче тăракансене пулăшассине мала хурса, Шăмăршă округĕн арĕ _ Булгар (позывной) 2024-çулхи октябрĕн 5-мĕшĕнче контракт йĕркипе службăна тăнă. Тĕрĕсрех каласан, йывăр çар техникине юсама пуçăннă. Çавăнтанпа Раççей çарне Çĕнтерĕве çывхартма пулăшать, хăй тỹпине хывать. ...

Патриот 1961-çулхи январĕн 15-мĕшĕнче Шăмăршă районĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Тăван ялăн пуçламăш шкулĕнче тата кỹршĕ ялти вăтам шкулта вĕреннĕ. Унтан Çĕнĕ Шупашкарти пĕр профтехучилищĕре газоэлектросварщик специальноçне алла илнĕ. Ку ĕçпех «Шемуршинский» тата «Гвардеец» совхозсенче, Шăмăршăри «Сельхозхими» пĕрлешỹре ("Ĕçре палăрнăшăн" палла тивĕçнĕ) вăй хунă, район центрĕнчи газ участокĕнче тимленĕ май граждансен кил-çуртне, учрежденисемпе организацисене газ кĕртсе çỹренĕ. Мускаври пысăк стройкăсенче тар тăкнă. Пĕр вăхăт ял Совечĕн депутачĕн ĕçĕсене те туса пынă. 2016- çулта тивĕçлĕ канăва тухнă. Ахаль тăма юратманскер, каллех тĕп хулари стройкăсене çỹренĕ.

Ятарлă çар операцийĕ вăхăтĕнче фронта пулăшу памаллине чун-чĕрепе туйнă вăл, газоэлектросварщик ĕçĕ кирлине те лайăх ăнланнă. Çамрăк чухне Новосибирскра ракета çарĕсенче Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлани те шăпине СВОна пулăшассипе çыхăнтарма хистенĕ. Ахальтен мар, 63-ри пуçпах Раççейĕн çĕнĕ территорине кайма тĕллев лартнă вăл.

... Çак кунсенче ун мăшăрĕ _ Лариса Михайловна (вăл _ ветеринари службин ĕçченĕ) Булгар тăракан юсавпа çĕнетỹ батальонĕн командирĕнчен Тав çырăвĕ илчĕ. Унта Булгар рядовой службăри юлташĕсем хушшинче пысăк авторитетлă пулнине, часть командованийĕн тав сăмахне темиçе хутчен те тивĕçнине, ĕçченлĕхпе тата таса чунпа палăрнине пĕлтернĕ. «Эпир çирĕпшанатпăр: Владимир малашне те Аслă Раççей тĕреклĕхĕшĕн çар тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлĕ».

Булгар _ Шупашкарта тымар янă Ирина хĕрĕпе (вăл _ медицина ĕçченĕ) Андрей ывăлĕшĕн (вăл _ строитель) тата вĕсен çемйисемшĕн, паллах, шкулта пĕлỹ пухакан 4 мăнукĕшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Ахальтен каламан ĕнтĕ патриотизм тăван кил-йышран пуçланать тесе. Çемьешĕн те, ял-йышшăн та çар командованийĕ янă Тав çырăвĕ _ пысăк мăнаçлăх.

Зинаида Свеклова.



07 февраля 2025
15:37
Поделиться