Террорла инкекрен хỹтĕленме пĕлмелле
ВАСАН тĕп шкулĕнче террор хăрушлăхĕнчен хỹтĕленме вĕрентессине пысăк вырăна хураççĕ. Çак кунсенче кунта «Антитеррор» ятпа вĕренỹпе тренировка занятийĕ иртнĕ. Вĕрентекенсемпе вĕренекенсем кĕтмен лару-тăрура хăйсене мĕнле тытмалли, пилотсăр вĕçекен аппарат (БПЛА) атакинчен хỹтĕленмелли, васкавлăн эвакуаци тумалли йĕркене тимлесех хăнăхнă.