«Тирпей-илем - хамăршăн», _ çапла каларĕç Анат Чаткасри граждансен пухăвĕнче тухса калаçнисем
ОКРУГРИ ял территори уйрăмĕсем 2024-çулхи ĕçе пĕтĕмлетеççĕ, 2025-çул валли çĕнĕ тĕллев палăртаççĕ. Мĕн хумхантарать-ха ял çыннисене, пурнăçа лайăхлатас тесен, тата мĕн тумалла?
Анат Чаткасри хулари пек илемлĕ Культура çуртне пуçтарăннă ял çыннисем çулталăкри тĕп пухăва ирттерме килнĕ хăнасене _ округ администрацийĕн пуçлăхне Сергей Галкина тата тĕрлĕ службăна ертсе пыракансене _ хăйсене канăç паман ыйтусене пачĕç. Тĕпрен илсен, ыйтусем яла тирпей-илем кỹрессипе, çулсене юртан тасатса тăрассипе тата юсассипе, ĕçмелли таса шывпа тивĕçтерессипе, пушар хăрушсăрлăхне вăйлатассипе, çут çанталăка сыхлассипе çыхăннă.
Ял территори уйрăмĕн пуçлăхĕ Лариса Петрова çулталăкри ĕç çинчен туса панă доклад вăхăтĕнче халăха хумхантаракан ыйтусене тĕплĕн хуравлама тăрăшрĕ. Округ центрĕнчен килнисем те пĕр ыйтăва та тимлĕхсĕр хăвармарĕç.
Анат Чаткас ял территори уйрăмĕ 5 яла пĕрлештерет, кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕсенче 698 çын пурăннă. Пилĕк ялта _ 136 пушă çурт. Иртнĕ çул пурĕ те 1 ача çеç (2023-çулта _ 3 ача) çурални, тĕрлĕ сăлтавпа 10 çын вилни демографи ыйтăвĕ çивĕч тăнине çирĕплетет.
Территори уйрăмĕнче ял хуçалăхĕ начар мар аталаннă. 270 пуç _ мăйракаллă шултра выльăх (çав шутра _ 87 пуç сăвăнакан ĕне), 200 ытла пуç _ сысна, 150 пуçа яхăн _ сурăх, 10 пуç _ лаша, йышлă хур-кăвакалпа чăх-чĕп усраççĕ.
2024-çулта 208,277 тонна _ аш-какай, 710,99 тонна сĕт туса илнĕ. Ял территори уйрăмĕнче 14 уйрăм предприниматель, çав шутра 5 хресчен (фермер) хуçалăхĕ, ĕçлет. Халăхăн суту-илỹ ыйтăвĕсене 4 лавкка тивĕçтерет.
Тирпей-илем пирки каланă май, ял сăн-сăпачĕ лайăх енне улшăннине те палăртмалла. 2024-çулта 6503,54 пин тенкĕлĕх 3 пуçару проектне ĕç кĕртнĕ. Анат Чаткасра _ Чапаев, Тури Чаткасра Терешкова урамĕсенчи çула юсанă, Хĕрлĕ Васан паççулккинчи масар çинче пĕчĕк пỹрт тунă.
2025-çулта 9886,32 пин тенкĕлĕх 2 пуçару проектне ĕçе кĕртме палăртнă: Тури Чаткас ял масарĕ патне пыракан çула, Анат Чаткасри Чапаев урамĕнчи çулăн тепĕр пайне тата Максим Горький урамĕнчи çула юсамалла.
Сăмах май, иртнĕ çул Анат Чаткасри Культура çуртне тĕпрен юсаса илемлетнĕ, çак пысăк ĕç валли 3290,67 пин тенкĕ тăкакланă.
Доклада сỹтсе явма хутшăннисем 2024-çулта тунă ĕçе лайăх хак пачĕç, кăçал тата та тăрăшарах ĕçлемеллине палăртрĕç.
_ Чаткассем _ ỹркенмеççĕ, такам килсе пулăшасса кĕтсе лармаççĕ. Çавăнпа та кунта ырă улшăнусем те нумайрах пулаççĕ. Сирĕн пуçарăвăрсене пурнăçа кĕртме май пур таран пулăшма тăрăшăпăр, _ терĕ хăйĕн сăмахĕнче округ администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин.
Н.ИЛЬИНА.