Учитель
(Малалли. Пуçламăшĕ 3-4 номерсенче)
... Пирĕн кирек мĕнле лару-тăрура та йĕркелĕхе тытса тăмалла, ахальтен мар эпир _ ÇЫНСЕМ. Тăрăшсан _ çĕр пỹртре те, блиндажра та килтинчен кая мар хăтлăх тума пулать. Линолеум сарнă урай, йывăç маччапа стена (пластикпа «çĕлесе» тухма та ỹркенместпĕр), выртса тăмалли, апат хатĕрлемелли, апатланмалли, çăвăнмалли, япаласене упрамалли кĕтессем _ тирпейлĕ. Йĕрке пулсан _ хамăра кăмăллă.
Ятарлă çар операцине, салтаксене çăмăллăх кỹмешкĕн священниксем килсех çỹреççĕ. Вĕсем заданисене каякансене кĕлĕ сăмахĕпе, çветтуй шыв сапса, пĕчĕк икон парса ăсатаççĕ, çавна май Турă хỹтлĕхĕнче тăма пиллеççĕ, тĕрĕс çул çине тăма пулăшаççĕ, Турă Законĕпе хамăр чуна çăлма вĕрентеççĕ. Салтаксене, Тăван çĕр-шыва, тăван халăха çăлма чунтан тăрăша- кан священниксене пуç тайса тав тăватпăр.
Çак самант асăмра. 2022-çулхине, Мăнкун умĕн, СВОна _ Херсон хулине _ саперсен минăсене сиенсĕрлетмелли устройствине леçме кайрăмăр. КамАЗ çине куличсем те хутăмăр. Вырăна çитсен пире _ салтаксемпе командирсене (12 çынна) _ священник пурăнакан çĕр пỹрте вырнаçтарчĕç. «Пỹлĕме» ăшăтма каланкка пурччĕ, ăна черетпе хутса тăраттăмăр.
Валерий Атте яланах çын чунне çăлассишĕн тăрăшать: офицерсемпе, салтаксемпе калаçса, тăван атте пек юратса кăмăла çĕклет, пирĕн валли Евангели вулать, çветтуй шывпа хĕрес хурса сăваплать, чун-чĕрере паттăрлăх туйăмне хĕмлентерет. Пĕр калаçура Валерий Атте тахçанах мунча кĕменни пирки каларĕ пире (урамра сивĕ шывпа çăвăнатпăр). Ку сăмахсене илтсен ăна мунча туса савăнтарма шутларăмăр. Виçĕ кунтан, Турă пулăшнипе, хамăр тăрăшнипе «мунча» туса хутăмăр. ЗИЛ будкине (связистсен) çĕр айне чавса лартрăмăр. Ик çĕр литрлă тимĕр пичĕкене (ăна сирпĕннĕ машинăран кăларса илтĕмĕр) касса кăмака турăмăр. Сивĕ шыв валли çавăн пекех пичĕкене çурмалла касса савăт ăсталарăмăр. Ăшшине пама мунча чулĕ те тупрăмăр.
Виçĕ кунран, «мунча» хатĕр пулчĕ.
_ Валерий Атте, мунча хатĕр, кĕрĕр, тархасшăн, _ терĕм.
Питĕ хытă савăнчĕ священник.
_ Чăн та хатĕр-и? _ тесе ыйтрĕ.
_ Чăнах.
Сывлăшпа хĕрес хучĕ те «мунча» çине, çăвăнма кайрĕ. Сехете яхăн çăвăнчĕ пулĕ вăл. Пирĕн ума тин çуралнă пек, хĕп-хĕрлĕ сăн-питлĕ Валерий Атте тухса сак çине ларчĕ, темĕн чухлĕ тав сăмахĕ каласа пехиллерĕ, унтан шỹтлеме те пуçларĕ.
_ Халь ĕнтĕ вилме те хăрушă мар. Эпĕ халь _ тап-таса, _ терĕ вăл пире чĕререн тав туса.
Валерий Аттепе нумайччен калаçрăмăр, тĕрлĕ ĕç-пуçа сỹтсе яврăмăр. Вăл манран ыйтрĕ:
_ Мĕнле шутлатăн, ху ирĕкỹпе килтĕн-ши эсĕ кунта е Турă ячĕ-ши сана ман нушана (çăвăнманнине) курма?..
Çапла, пирĕн пурнăç мĕнле пуласси веçех хамăртан, эпир тĕнче çине мĕнле пăхнинчен, çывăх çынсемпе еплерех хутшăннинчен, чун-чĕрери Шанчăка, Юратăва, Ĕненĕве çывăх çынсем патне çитернинчен килет, ман шутпа. Юрату _ хамăра, вăхăта, тимлĕхе шеллемесĕр тепĕр çынна телейлĕ туни (кун пирки Çветтуй Аттесен сăмахĕсем çирĕплетеççĕ). Çакă апат-çимĕçрен, тумтиртен, кануран татăлса тăма, кашнинех пуриншĕн те каçарма, Турă вĕрентнĕ пек, таса чун-чĕрепе пурăнма, чиркỹре тата килте çывăх çынсемшĕн, салтаксемшĕн, хăвна кỹрентернĕ çынсемшĕн, ку тĕнчерен куçса кайнă тус- тăваншăн, пĕтĕм тĕнчери тăнăçлăхшăн чунтан йăлăнса пулăшу ыйтма хистет. Христос тĕнне ĕненекенĕн юратăвĕ чăн-чăн пулмалла, хамăрăн тата хĕрỹлĕхе (страсти), çылăха, кĕвĕçĕве, çилле, сутăнчăклăха, мăн кăмăллăха, элеке, хапсăнчăклăха, ултава пĕтерме тăрăшмалла. Çакна тума питĕ йывăр, апла пулин те кун-çул вĕçĕчченех кĕрешмелле. Малтан хамăрта _ чунра, килте, çемьере _ йĕрке тумалла. Ачамăрсене Христос вĕрентĕвĕнче ỹстермелле, çитĕннĕ çын пурнăçĕ валли хатĕрлемелле. Хамăрăн вара ĕмĕрлĕх пурнăç валли хатĕр пулмалла. Пиртен кашнинех Пỹлĕхçĕ умĕнче явап тытмалла. Çĕр çинче мĕнле пурăнса ирттеретпĕр, çавă пирĕн патăмăра çаплипех таврăнать (Çветтуй Аттесен сăмахĕнчен).
Çỹлерех çырнине вуласан кам-тăр хăй пурнăçĕ пирки чăнлăхпа, ырă кăмăлпа шутлама пуçласан, ман пурнăç опычĕ усăсăр мар иккенне ăнланăп. Ку сăмахсем урлă эпĕ кашни вулакан патне çак шухăша çитерме тĕллев лартрăм: чун-чĕре ăшши, пĕр-пĕрне хисеплени тата пулăшни çеç туслă çемье пек пурăнма май парĕ, Çĕр-шывăмăра тĕреклетĕ. Пиртен кашнийĕ тăрăшсан _ Çĕнтерỹ пулатех! Пирĕн Çветтуй Руç та чечекленĕ, аталанĕ...
«Судук" позывной.
(Пичете З.Свеклова хатĕрленĕ)
Редакцирен .
Çак çыру _ Раççей салтакĕн çынлăхне, сỹнми патриотизмне ĕнентерекен тĕслĕх. Çакăн пек патриотсем çинче никĕсленет те ĕнтĕ пирĕн пулас Çĕнтерỹ. Вулакансене фронтран çывăх çыннисем янă çырусене редакцие çитерме ыйтатпăр. Салтак (офицер) çырăвĕ _ пурнăç чăнлăхĕ, кун-çул историйĕ. Ун çинчен пирĕн пĕлмеллех.