Выльăх-чĕрлĕх лайăх пăхнине юратать
КĂÇАЛХИ февралĕн 1-мĕшĕ тĕлне округри хресчен (фермер) хуçалăхĕсем чĕрĕ виçепе 31,2 тонна аш-какай туса илнĕ. Иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан, продукци туса илесси 152,3 процент ỹснĕ.
Январь уйăхĕнче самăртакан ушкăнри мăйракаллă шултра выльăх талăкра вăтамран 675 грамм (пĕлтĕр _ 668 грамм) ỹт хушнă.
Пуянкассинчи Олег Макаров фермер аш-какай валли герефорд таса ăратлă мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетет. Хальхи вăхăтра витере _ 65 пуç, çав шутра пăрулаттарма уйăрнă 24 пуç выльăх шутланать. Олег Николаевич пăхакан мăйракаллă шултра выльăх иртнĕ уйăхра талăкра вăтамран 793-шер грамм ỹт хушнă.
Палтиелĕнчи Фазулла Рахматуллов фермер та аш-какай туса илессипе ĕçлет: 220 пуç вăкăр самăртать. Выльăхсем талăкра вăтамран 781-шер грамм ут хушни _ хĕл кунĕсемшĕн лайăх кăтарту. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсем январь уйăхĕнче сĕт туса илессипе те лайăх ĕçленĕ. Ĕнесенчен пурĕ 310,55 тонна (117 процент) сĕт сунă. Фермерсем, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, сăвăнакан ĕнесен йышне 58 пуç (103,2 процент) ỹстернĕ. Пуянкассинчи Геннадий Макаров, Васанти Игорь Быков, Шăмăршăри Александр Егоров, Карапай Шăмăршăри Олег Хлюкин фермерсем ĕнесенчен сĕт сăвассипе иртнĕ çулхинчен лайăхрах ĕçленĕ.
Олег Хлюкин хуçалăхĕнче, сăмахран, кашни ĕнерен вăтамран 686-шар килограмм (пĕлтĕр _ 554-шар килограмм) сĕт сунă. Фермер 441 пуç мăйракаллă шултра выльăх, çав шутра 175 пуç сăвăнакан ĕне, усрать.
Пуянкассинчи Геннадий Макаровăн хуçалăхĕнче те сăвăнакан ĕнесен йышĕ 103 пуçа çитнĕ. Январь уйăхĕнче фермипе кашни ĕнерен вăтамран 660-шар килограмм сĕт суса илнĕ. Фермер кăçал ĕне пуçне 7000-шер килограмм ытла сĕт сума тĕллев лартнă. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсем çамрăк выльăх илес тĕлĕшпе те ăнăçлă ĕçлеççĕ. Игорь Быков, Олег Хлюкин, Александр Егоров тата Геннадий Макаров фермерсем ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерессине йĕркеленĕ. Кашни хуçалăхрах хĕл каçса çăва тухма выльăх апачĕ çителĕклĕ.
Кашни условнăй пуç выльăха 28-шар центнер апат единици тивет.
Н.ВАЗАНОВ, округ администрацийĕн экономикăпа ял хуçалăх пайĕн тĕп специалисчĕ.