Альбина Краснова _ конкурс призерĕ!

Чăваш Республикин Вĕрентỹ институчĕн шкулчченхи вĕрентỹ кафедри шкулчченхи вĕренỹ учрежденийĕсен педагогĕсен «Ача сачĕсенче ирттермелли хĕллехи чăваш халăх уявĕсем» регионсем шайĕнчи сценари конкурсне ирттернĕ. Ун тĕллевĕ: педагогсен професси ăсталăхне ỹстересси; малти опыта сарасси; педагогсен ачасене çемьене, халăха, пĕчĕк тăван çĕр-шыва хисеплеме вĕрентекен методика материалне системăласси.
Конкурс икĕ номинаципе заочно йĕркепе иртнĕ. Ун валли педагогсем хăйсем сценари çырнă, ун тăрăх ирттернĕ уява видео çине ỹкернĕ, ăна конкурс комиссине тăратнă.
138 конкурсант хушшинче жюри 14 çĕнтерỹçĕпе призера палăртнă. Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулăн шкулчченхи ушкăн педагогĕ Альбина Краснова «Сурхури» (Çĕнĕ çулхи уяв) сценарийĕ» номинацирепризера тухнă, Диплома тивĕçнĕ.
Альбина Николаевнăна пысăк çĕнтерỹпе чунтан саламласа ырлăх-сывлăх, вĕрентỹ ĕçĕнче сỹнми хавхалану сунатпăр.
Н.Угарина, Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕн директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.