Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă çырăва сỹтсе яватпăр

Людмила Карзанова, Шăмăршă округĕн депутатсен Пухăвĕн депутачĕ (Кивĕ Чукал ялĕ):

_ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă çырăва питĕ тĕплĕн тишкертĕм. Çакăн пек пĕтĕмлетỹ турăм: Олег Николаев ертсе пынипе Чăваш Ен Правительстви халăх пурнăçне ырă улшăнусем кĕртмешкĕн питĕ нумай ĕç тăвать. Çынсен пурнăç условийĕсене çăмăллатассишĕн медицина, вĕренỹ, ял хуçалăх, уйрăм предпринимательлĕх аталанăвне мала хуни мана савăнтарать. Ятарлă çар операцийĕн участникĕсемпе вĕсен çемйисем тимлĕхре пулнине ырламалла.

Кивĕ Чукал ял территори уйрăмĕнче эпир 2024-çулта курăмлă ĕç-пуç туса ирттертĕмĕр. Пуçару бюджечĕн витĕмĕпе, Кивĕ Чукал ялĕнче 2700000 тенкĕлĕх ĕçсем турăмăр. Вĕсем: ял масарĕ çинчи йывăçсене касса тирпейлени, Ленин урамĕнчи 200 метр тăршшĕ çула асфальтлани, Совет урамĕнчи 500 метр тăршшĕ çула вак чул сарни, ял варринчи çăла пура лартса, ун таврашне тирпейлесе хăтлăх кĕртни.

2025-çулта тумалли те сахал мар: ялти Культура çуртне хăтлăх кĕртмелле, ял варрине контейнер площадки туса лартмалла тата видеокамерăсем вырнаçтармалла. Ку ĕçсем валли 4 миллион ытла укçа-тенкĕ тăкакланĕ.

Палăртма кăмăллă, кивчукалсем _ питĕ хастар та ĕçчен, пуçаруллă çынсем. Кирек мĕнле ĕçре те туслăхпа пĕрлĕхе кăтартаççĕ. Ятарлă çар операцийĕнче тăракансене пулăшассине чи пирвайхи тивĕçĕ вырăнне хураççĕ. Халĕрех кăна-ха акă йышпа 577100 тенкĕ укçа пухса УАЗ машина туянтăмăр, ăна юсаса хатĕрлерĕмĕр. Çывăх вăхăтра машинăна хамăр ял çамрăкĕсем тăракан вырăна çитерĕпĕр. Фронтра ентешсене «хурçă ут» пысăк пулăшу кỹресси куç кĕрет.

Юрий ТАТАРСКИХ, «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕн директорĕ:

_ Таса сывлăш, шыв, сывлăхлă экологи _ çак паха енсем пирĕн пурнăçа илем кỹреççĕ, туристсене те илĕртеççĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырура çак ырлăха сыхлама çеç мар, пулас ăрусем валли те упраса хăварма чĕнсе каларĕ.

«Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕ ку енĕпе тĕллевлĕ ĕçлесе пырать. Эпир, вăрмана упранипе пĕрле, çырмасемпе çăл куçсене те тасатса çĕнĕ пурнăç пама тăрăшатпăр.

Вăрмана вут-кăвартан сыхлас тĕлĕшпе те пысăк ĕç тăватпăр. Темиçе çул хушши ĕнтĕ пирĕн территорире пушар тухнă тĕслĕх пулман. Пирĕн вăрман пушарĕпе кĕрешмелли икĕ станци (ЛПС) пур. Пĕри _ Баскакра, тепри Пăчăрлă Пашьел лесничествинче. ЛПС-сене 3 единица пушар автоцистернипе, 2 бульдозерпа, кустăрмаллă 2 тракторпа, пĕр тонна шыв турттаракан ГАЗ-66 автомашинăпа, 2 УАЗ автомашинăпа, 2 мотопомпăпа, ПКЛ-70 йышши 2 вăрман плугĕпе, ОР-1 маркăллă 25 огнетушительпе тивĕçтертĕмĕр. Кунсăр пуçне, пушарпа хими станцийĕсем (ПХС) çумĕнче 25 çынлă командăсем йĕркелерĕмĕр.

«Чăваш вăрманĕ» Наци паркне туристсем килсех тăраççĕ. Вĕсене тата та ытларах илĕртес тĕллевпе, туризм инфраструктурине лайăхлатассишĕн тăрăшатпăр.



14 февраля 2025
10:44
Поделиться