Халăх ырлăхĕшĕн, этемлĕх пуласлăхĕшĕн

«Меди цина тухтăрĕ çынна сыватать, ветеринари тухтăрĕ этемлĕхе сиплет», _ тенĕ Иван Петрович Павлов, тĕнчипе паллă вырăс тата совет ученăйĕ-физиологĕ. Çак сăмахăн чăнлăхне пиртен кашниех _ уйрăмах ял çынни _ кунран- кун, çултан-çул лайăхрах ăнланса-туйса пырать.
Выльăх- чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк _ пурлăх та тĕрек пирĕншĕн. Вĕсем аманни-чирлени вара ĕмĕт-шанчăка сỹнтерет, малаш- лăхра ура хурать. Кун пек чухне вара _ çăлăнăç ветеринари ĕçченĕнче çеç. Выльăх-чĕрлĕхе чир-чиртен упрас, чирлĕ выльăхсемпе кайăк-кĕшĕке сиплес тĕлĕшпе ветеринари учрежденийĕсем пурнăçра пысăк вырăн йышăнаççĕ. Ветеринари служби ĕçченĕсем вышкайсăр пысăк ĕç-пуç тăваççĕ: выльăхсем тăракан вите-сарая, лагере, кĕтỹ çỹрекен вырăна санитари тĕлĕшĕнчен тĕрĕслесе-дезинфекцилесе тăраççĕ, килти чĕр чунсене учета илеççĕ, вĕсем тĕлĕшпе лаборатори тĕрĕслевĕсем ирттереççĕ, лару- тăрăва кура прививка, ветеринарипе санитари экспертизи тăваççĕ...
Ку ĕçсене вăхăтлă та тĕрĕс туса ирттерме, ветеринари пĕлĕвĕпе пĕрлех, чĕр чунсене юратни, чун çирĕплĕхĕ, тирпейлĕх, тимлĕх кирлĕ. Профессие чунтан парăннисем çеç ку сферăра нумайччен тытăнса тăраяççĕ.
Шăмăршă районĕнче пирвайхи ветеринари лечебници Шăмăршă ялĕнче 1930-çулхи февралĕн 13-мĕшĕнче «çуралнă». Ун ветеринари тухтăрĕ пулма Леонтий Кириллович Баимкина уйăрса лартнă пулнă. 1940-мĕш çулсенче Шăмăршă районĕнче пĕр ветеринари лечебници (Шăмăршăра), икĕ ветеринари участокĕ (Шамккайра, Анат Чаткасра), икĕ ветеринари пункчĕ (Никишинăра, Палтиелĕнче) ĕçленĕ. Район Совечĕн ĕçтăвкомĕн йышăнăвĕпе, 1949-çулта Шăмăршăри ветеринари лечебницинчен тĕп зооветеринари участокĕ туса хунă.
КПСС Тĕп Комитечĕн Пленумĕн йышăнăвĕпе (1953 ç.), зооветеринари сетĕнче тата ял хуçалăх управленийĕнче тимлекен зоотехниксене МТСсене куçарнă, тĕп зооветеринари участокĕсенчен райĕçтăвком çинче тăракан ветеринари участокĕсем йĕркеленĕ. 1958-çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа МТСри ветеринари ĕçченĕсем районсенчи ветеринари лечебницисене куçнă.
1963-çулта Шăмăршă, Комсомольски, Патăрьел районĕсене пĕр тĕп _ Патăрьел районĕпе _ çыхăнтарнă. Çавна май Шăмăршă районĕн ветеринари лечебници Патăрьел районĕ çинче шутланса тăнă.
1965-çулхи февралĕн 5-мĕшĕнчен ветеринари станцийĕн ятне «Районти выльăх- чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци» ятпа улăштараççĕ. 2000-çулхи майăн 12-мĕшĕнче РФ Ял хуçалăх министерстви кăларнă 429 № приказĕпе, ку учреждени «Шăмăршă районĕн выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцийĕ» ФГУ (федерацин патшалăх учрежденийĕ)» статуспа ĕçлеме пуçлать. Вăл район пуçлăхне пăхăнса тăнă, ятарлă ыйтусемпе ЧР Ял хуçалăх министерствин Патшалăхăн ветеринари инспекцийĕпе Ветеринари управленийĕ çине тухнă. Станци ертỹçи _ тĕп ветеринари тухтăрĕ (вăлах _ районăн госветинспекторĕ) пулнă.
2015-çулта Чăваш Республикин «Шăмăршă районĕн выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцийĕ» бюджет учрежденийĕ районти ветеринари станцине, ветеринарипе санитари экспертизи лабораторине, пилĕк (Анат Чаткасри, Пуянкассинчи, Палтиелĕнчи, Пăчăрлă Пашьелĕнчи, Вырăс Чукалти) ветеринари участокне, пĕр (Карапай Шăмăршăри) ветеринари пунктне пĕрлештернĕ. Штатра пурĕ 25 çын тăнă: 8 тухтăр, 8 ветфельдшер, пĕр аптека заведующийĕ, 2 ветеринари санитарĕ, 2 бухгалтер, 2 водитель, пĕр газооператор, пĕр хуралçă.
Çак коллектив районти 9 ял тăрăхне, 5524 килти хушма хуçалăха, 7 ял хуçалăх предприятине, 3 сахал яваплă организацие, 2 хупă акционер обществине, 6 хресчен (фермер) хуçалăхне, сĕт йышăнакан пĕр участока, выльăх пусса тирпейлемелли пĕр участока ветеринари ыйтăвĕсене татса пама пулăшнă.Çавна май РФ тата ЧР «Ветеринари çинчен» Законĕсене, ветеринарипе санитари правилисене, выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешмелли инструкцисене çирĕп пăхăннă.
Ĕçне кура _ хисепĕ. Ветеринари службинче нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн, ĕçри пысăк çитĕнỹсемшĕн Евдокия Николаевна Платоновăна (Анат Чаткас) _ «Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», Мария Степановна Федоровăна (Хайпăла) _ «ЧР тава тивĕçлĕ ветеринари врачĕ» ят панă. Палăртма кăмăллă, Федоровсен (Хайпăла) ветеринари династийĕ _ ыттисемшĕн ырă тĕслĕх. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 200 çултан та иртнĕ. Федоровсен _ Михаил Федоровичăн, Ольга Михайловнăн (Михайловăн), Раиса Михайловнăн (Козловăн), Николай Михайловичăн, Валентин Михайловичăн, Мария Степановнăн тата Михаил Гаврилович Михайловăн пархатарлă ĕçне паянхи кун Вера Николаевна Бакланова (Федорова) тăсать, вăл _ Анат Чаткасри ветеринари участокĕн ветеринари врачĕ.
2015-çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне района ветеринари специалисчĕсемпе туллин тивĕçтернĕ. Паллах, ĕç ăнăçлăхĕ ертỹçĕ ăсталăхĕнчен нумай килет. Шăмăршă районĕн выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцине ертсе пыракансем чăн-чăн профессионалсем, ертỹлĕх енĕпе лайăх енчен палăрнă ĕçченсем пулнине палăртмалла. Акă вĕсем _ ял хуçалăх тата социаллă-экономика аталанăвне пысăк тỹпе хывнă ертỹçĕсем: Л.К.Баимкин (1940-çулсен пуçл. _ 1941 ç.,1946_1951),), В.А.Годзувенко (1941_1944), Г.М.Баскаков (1944_1946), М.П.Петров (1951_1953), Р.И.Емельянова (1953_1959), Ю.П.Федоров (1959_1963), Г.Н.Петров (1963_1971, 1978_1981), Н.В.Моряков (1971_1975), А.А.Шамеев (1975_1978), В.М.Федоров (1981_1997,1999_2004), Р.Н.Низамов (1997_1999), П.Ф.Пирогов (2006_2019), Ю.Д.Матвеев (2019_2023). Хальхи вăхăтра ертỹлĕх тилхепи Ирина Шайдуллинăн çирĕп аллинче.
_ Коллектив _ туслă, пуçаруллă тата питĕ ĕçчен, _ тет мăнаçлăн Ирина Геннадьевна. _ Пĕр-пĕрне пулăшасси йăлана кĕнĕ, çавăнпа умри йывăрлăхсене çăмăллăн парăнтаратпăр.
Районти ветеринари службинче халĕ 16 çын вăй хурать, вĕсенчен 11-шĕ _ ветеринари специалисчĕсем. Центрти ветеринари станцийĕ, Кивĕ Чукалти, Пăчăрлă Пашьелĕнчи, Анат Чаткасри, Пуянкассинчи, Шăмăршăри ветеринари участокĕсем, Карапай Шăмăршăри ветеринари пункчĕ хресчен (фермер) хуçалăхĕсене, килти хушма хуçалăхсене, уйрăм çынсене выльăх-чĕрлĕх, килти чĕр чун усрама курăмлă пулăшу кỹреççĕ: чир-амакран сыхланма-сыватма чун-чĕре ăшшине те, пĕлĕвĕпе ăсталăхне те, ылтăн пек вăхăтне те шеллемеççĕ. Пĕр сăмахпа, кăткăс та яваплă ĕçре халăх ырлăхĕшĕн, этемлĕх пуласлăхĕшĕн ырми-канми тимлеççĕ. Тайма пуçăмăр Сире, этемлĕхе сиплекенсем!
Зинаида Свеклова.
Редакцирен. Тĕрлĕ çулсенче ветеринари службинче тăрăшнă тата халь вăй хуракан хаклă Çыннăмăрсене, Шăмăршă районĕн выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцине йĕркеленĕренпе 95 çул çитнĕ май, округ гражданĕсен ятĕнчен ăшшăн саламлатпăр. Хурçă пек çирĕп сывлăх, çăл куç таппиллĕ вăй-халпа иксĕлми телей, вĕçсĕр ăнăçу сунатпăр. Ĕçĕр çынна юрăхлă пултăр.