«Хамăршăн хамăр тăрăшмасан _ кам?»
Февралĕн 11-мĕшĕнче Палтиел ялĕн тĕп Культура çуртĕнче ял территори уйрăмĕн пухăвĕ иртрĕ. Тỹрех каламалла, пуху пуçланичченех зал лăк тулли пулчĕ. Палтиел тата Патирек çыннисем гражданла тĕрĕс позици йышăнни куç кĕрет. Мероприятие округ администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин тата ытти представитель хутшăнни, вĕсем халăха ку е вăл çивĕч ыйтăвăн тупсăмне уçăмлатма пулăшни ун пĕлтерĕшне ỹстерчĕ.
Палтиел ял территори уйрăмĕн 2024-çулхи социаллă- экономика аталанăвĕ тата 2025-çулхи тĕп ĕçсем пирки ун начальникĕ Феннур Рахматуллов доклад турĕ.
Ял территори центрĕнче _ Палтиелĕнче _ 156 вĕренекенлĕ вăтам шкул, 31 шăпăрланлă ача сачĕ, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ, библиотека, çыхăну уйрăмĕ, Культура çурчĕ, Çветтуй Михаил Архангел ячĕллĕ чиркỹ, мечĕт, Мусульмансен 13,15№№ прихучĕсем, Патирекре ФАП пур. Вĕсем ял-йышăн пурнăç условийĕсене çăмăллатма сисĕмлĕ пулăшу кỹреççĕ.
Демографи . Ял территори уйрăмĕнче пĕтĕмпе 810 кил-хуçалăх, вĕсенчен 227-шĕ пушă. 2025-çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне (2024-çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне _ 1245 çын) кунта пурăнакансен хисепĕ _ 1220. Иртнĕ çул 5 (2023 ç. _ 6) пепке çуралнă, тĕрлĕ сăлтавпа 30 (2023 ç. _ 33) çын пурнăçран уйрăлнă. Пурăнаслăх шай (естественная убыль) чакнă: 25 çын. Пĕлтĕр 2 (2023 ç. _ 5) çемье чăмăртаннă пулсан, 5 (2023 ç. _ 2) мăшăр уйрăлнă.
Ял хуçалăх . Вăл _ ял территори уйрăмĕн тĕп отраслĕ. Ăна тытса тăракансем _ килти хушма хуçалăхсем, 3 хресчен (фермер) хуçалăхĕ тата харпăр хăй ĕçне йĕркелекенсем. 2024-çулта мĕн пур категорири хуçалăхсенче туса илнĕ: аш-какай _ 435,98 т (2023 ç. _ 314,22 т), сĕт _ 2590,78 т (2023 ç. _ 2382,9 т). Выльăх-чĕрлĕх шучĕ: мăйракаллă шултра выльăх _ 1308 (2023 ç. _ 2217) пуç, ĕне _ 456 (2023 ç. _ 484) пуç, сысна _ 105 (2023 ç. _ 96) пуç, сурăх _ 406 (2023 ç. _ 230) пуç, килти кайăк-кĕшĕк _ 6400 (2023 ç. _ 4626) пуç, лаша _ 63 (2023 ç. _ 76) пуç. 2024-çулта харпăр хăй ĕçне йĕркеленĕ 32 çынна пурĕ 1 млн та 983,7 пин тенкĕ субсиди панă. Çав суммăран 11 ĕне туянма _ 1 млн та 470 пин тенкĕ, ял хуçалăх техники туянма харпăр хăй ĕçне йĕркеленĕ 5 çын _ 120,2 пин тенкĕ, ĕне тытмашкăн 393,5 пин тенкĕ тăкакланă.
Çĕрпе усă курасси. 2024-çулта пĕтĕмпе 76,28 га (ХФХ) йышăнакан 3 çĕр лаптăкне арендăна панă; çулталăкне арендăшăн тỹлемелли хак _ 34,46 пин тенкĕ. Харпăрлăха объектсем айĕнчи 3 çĕр лаптăкĕ (4,7 га) куçнă, сутнă тупăш _ 2,5 пин тенкĕ. 2023-çулта вара арендăна уйрăм çынсен 2 çĕр лаптăкне панă пулнă, çулталăклăх арендăшăн 1,6 пин тенкĕ тỹленĕ. Çавăн пекех пĕлтĕр объектсем айĕнчи 2 çĕр лаптăкне (2,8 га) харпăрлăха куçарса 13 пин тенкĕ тупăш илнĕ.
2025-çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне ял территори уйрăмĕнче нумай ачаллă 5 çемьене шута илнĕ. 2024- çулта Л.И.Шайдулловăн çемйине çĕр участокĕ панă. Кăçал нумай ачаллă çемьесене 5 çĕр лаптăкĕ пама палăртнă.
Пĕчĕк предпринимательлĕх. Ял территори уйрăмĕнче 30 уйрăм предприниматель, çав шутра 3 хрес- чен (фермер) хуçалăхĕ, 2 юридици сăпачĕ тата харпăр хăй ĕçне йĕркелекенсем ял хуçалăх тата суту-илỹ сферинче вăй хураççĕ.
Потребител ьсен рынокĕ. Кунта 6 магазин ĕçлет, ял халăхне апат-çимĕç таварĕпе 81 процент таран тивĕçтерет.
Строительство. 2024-çулта 3 пуçару проектне (3 млн та 139,19 пинлĕх) пурнăçа кĕртнĕ: Патирекри тутар масарне карта тытнă, Палтиелĕнчи Набережная-2 урама хăтлăх кĕртнĕ, Палтиелĕн Тукай урамĕпе масар патне çитмелли çула тата кунти тăкăрлăка, Колхозная урамри çула юсанă.
Çул-йĕр строител ьстви. Палтиелĕнчи Ленин урамĕн _ 400 метр, Советски урамĕн 1,028 км тăршшĕ çулĕсене, «Палтиел_Патирек_Яманчỹрел карьерĕ» автоçулăн Патирек патне çитерекен çулăн 1,173 км тăршшĕне юсанă.
2025-çулта тумалли пысăк ĕç-пуç: «Сывлăх сыхлавĕн пуçламăш сыпăкне модернизацилесси» Наци проекчĕ тăрăх, Палтиелĕнче тухтăр амбулаторине туса лартмалла, кунти В.Михайлов урамĕнчи çула юсамалла, вут-кăвартан хỹтĕленмешкĕн пĕвене хăтлăх кĕртмелле, Палтиелпе Патирек ялĕсем хушшинчи йывăçсене касса тирпейлемелле.
Пухура округ депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Алевтин Алеев, Патирек ялĕн старости Николай Авксентьев, округри пушар хуралĕн патшалăх инспекторĕ Михаил Ильин, ЧР «Россельхозбанк» АО Шăмăршăри филиалĕн допофисĕн управляющийĕ Галия Идрисова, РФ Чăваш Енри социаллă фончĕн округри клиент службин ертỹçи Татьяна Фадеева, Шăмăршăри газ участокĕн _ «Газпром газораспределение Чебоксары» АОн Канашри филиалĕн ертỹçи Асхать Хакимов тухса калаçрĕç. Вĕсем ял çыннисен пурнăçне çăмăллатмалли программăсемпе тата проектсемпе паллаштарчĕç, сыхлăх йĕркине _ вут-кăварпа, газпа, мобильлĕ çыхăнупа пĕлсе усă курмалли правилăсене _ çирĕп пăхăнмаллине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕç. Округ администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин тунă ĕç-пуçа пĕтĕмлетсе лайăх хак пачĕ, ял-йыш ыйтăвĕсем çине туллин хуравларĕ. Çивĕч ыйтусем: демографие лайăхлатасси, Патирекре часовня çĕклесси, урамсенчи шыв пăрăхĕсене улăштарасси, Победа, Набережная (Палтиел), Лашман, Сейфутдинов, Новая, Чапаев (Патирек) урамĕсенчи çулсене юсасси, паллах, СВОра тăракансене пулăшу парасси.
_ Умри тĕллевсене пурнăçласси кашни çын хастарлăхĕпе пуçарулăхĕнчен килет, _ терĕ Сергей Авенирович.
Палтиелĕн çĕнĕ старостипе Данир Вахитовпа Патирекĕн опытлă старости Николай Авксентьев халăх нушине витĕр курса-пĕлсе тăрсан, Феннур Рахматуллов ертсе пынипе, ял территори уйрăмĕн çыннисем малашлăха шанчăклăн ярса пусасса ĕненетпĕр.
Зинаида Свеклова.