Хусанти олимпиадăран _ Дипломпа
ÇАК кунсенче Хусан хулинчи «Атăл тăрăхĕнчи физкультура, спорт тата туризм университечĕ» ФГБОУ çумĕнче физкультурăпа XIII олимпиада иртнĕ. Унта Тутарстанри, Удмурт Республикинчи, Чăваш Республикинчи, Марий Эл Республикинчи тата Чулхула облаçĕнчи 9-11-классенче вĕренекенсем хутшăннă.
Олимпиада икĕ турпа иртнĕ. Пĕрремĕш тура тестировани майĕпе йĕркеленĕ. Иккĕмĕш турта вара спортри ăсталăха кăтартма тивнĕ.
Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕнче вĕренекен Тимур Степанов, Кирилл Ларионов тата Александра Полякова олимпиадăра Чăваш Ен чысне хỹтĕленĕ. Тимур Степанов мини-футболла выляса тата волейбол вăййинче виççĕмĕш вырăн йышăннă, Диплом илме тивĕçнĕ. Кирилл Ларионов та çăмăл атлетикăра виççĕмĕш вырăна тухса Дипломлă пулса тăнă. Çавăн пекех Александра Полякова та теори пĕлĕвне лайăх пĕлнипе тата волейболла ăста вылянипе палăрнă.
Вĕренекенсене олимпиадăна хутшăнма Ю.Ф.Ермолаевпа Н.М.Тимошкина наставниксем хатĕрленĕ.