Хăвăн ĕçне йĕркелени – усăллă

ШĂМĂРШĂ муниципалитет округĕнче иртнĕ çул харпăр хăй ĕçне йĕркеленĕ (самозанятые) 71 çынна патшалăх 7,34 миллион тенкĕ субсиди тỹленĕ.

Çав шутра: 24 çынна ĕне (пушмак пăру) усрма _ 541 пин тенкĕ, 25 çынна ĕне (пушмак пăру) туянма _ 3,07 миллион тенкĕ, 19 çынна ял хуçалăх техникипе оборудовани туянма _ 3,67 миллион тенкĕ, 1 çынна ăратлă сурăхсем туянма _ 50 пин тенкĕ, 2 çынна выльăхсене искусствăлла майпа пĕтĕлентерме 7,08 пин тенкĕ парса пулăшнă.

2025-çулта килти хушма хуçалăха аталантарма паракан субсиди виçи ỹснĕ. Сăмахран, ĕне усранăшăн 50 пинрен пуçласа 200 пин таран тỹлеççĕ. Çакă харпăр хăй ĕçне йĕркеленĕ çынна выльăх усрама кайнă тăкака туллин тавăрма май парать.



14 февраля 2025
11:31
Поделиться