Илем хуçи

«Пуян чун-чĕреллĕ çын илеме тăвать», _ теççĕ халăхра. Çак сăмахсене тивĕçлĕ Хайпăлара пурăнакан Зоя Захарова. Вăл _ ал ĕç ăсти. Çыхма-тĕрлеме маçтăр. Ун ылтăн алли çекĕлпе чечек тата çемçе тетте çыхать. Вĕсем чĕрĕ пекех, илĕртỹллĕ. Хĕреслĕ канвапа тата тултарса тĕрленĕ салфеткăсемпе «дорожкăсем», алмаз мозаикипе тунă картинăсем пỹрт ăш-чиккине чĕрĕлĕх кỹреççĕ.
Зоя Петровна питĕ чечек юратать. Чун-чĕре ăшшипе вуншар тĕслĕ чечек ĕрчетет. Чỹрече саккисем, урай, сĕтел-пукан çийĕ асамат кĕперĕн тĕсĕсемпе çиçекен герань, фиалка, каланхоэ тата ытти чечекпе хăйсем патне туртаççĕ. Таса та тирпейлĕ пỹлĕмсене вĕсем тата ытларах хăтлăх кĕртеççĕ, килен-каян кăмăлне çĕклеççĕ.
77-ри хĕрарăм пĕчченех пурăнать: мăшăрĕ Анатолий Николаевич çĕре кĕнĕ, ывăл-хĕрĕ çемьеллĕ, кашнин _ хăйĕн кил- хуçалăхĕ. Зоя Петровна _ 4 ача амăшĕ, 9 мăнукĕн асламăшĕпе кукамăшĕ, 6 кĕçĕн мăнукĕн мăн асламăшĕпе мăн кукамăшĕ. Вĕсене, тутлă апатпа сăйланисĕр пуçне, ал ĕçне хăнăхтарать. Зоя Петровнăн кил-хуçалăхĕ тĕреклĕ те тирпейлĕ. Пахча-анкартине илем-хăтлăхра тытасси, тулăх улма-çырла, пахча çимĕç çитĕнтересси _ хĕрарăмăн чун киленĕçĕ. Тарават хуçа хатĕрленĕ компот-варени, салат-маринад такам кăмăлне те тивĕçтереççĕ. Çулла-кĕркунне пахчари чечен чечексем аякранах кăчăк туртаççĕ, чуна уçаççĕ.
... Пултаруллă хĕрарăм Çĕнĕ Шăмăршăра 1947-çулхи июлĕн 8-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Мĕн пĕчĕкрен ĕçе юратса çитĕннĕ. Пушă вăхăтра йĕппе çип тытса катан пир çине тĕрленĕ, пански йĕппи тытса чăлха çыхнă. Зоя Петровна çамрăк чухне _ районти «Коммунизм çулĕ» (халĕ _ «Шăмăршă хыпарĕ») хаçат типографийĕнче, каярах «Правда» колхозăн уй-хир бригадинче тар тăкнă, районти санитарипе эпидемиологи станцийĕнче вăй хунă. Вăл _ ĕç ветеранĕ.
Ачалăхри хăнăху, çулсем иртнĕçем, кăмăл туртăмне çаврăннă. Çывăх çыннисем, тус-тăванĕ, кỹршĕ-арши сăпайлă та ĕçчен хĕрарăмран ăсталăха алла илме тăрăшаççĕ.
Р.Кузнецова, Хайпăла ялĕ.