Кил картине кĕрсен мĕн сас лайăх?
«ПАЛЛАХ, кил картине выльăх-чĕрлĕх илем кỹрет!» _ тейĕ статья ятне вуласанах ял çынни. Ĕнепе пăру, ытти выльăх усрани, чăх-чĕп тата хур-кăвакал тытни ку çуртра ĕçчен те харсăр çемье пурăннине çирĕплетет.
Ĕлĕкрех пурте çапла шутлаттăмăр. Халĕ _ пурнăç улшăннă май _ ялта выльăх-чĕрлĕх усрас кăмăллисем те сахалланчĕç.
Акă Пуянкасси ял территори уйрăмне кĕрекен тĕрлĕ категорири хуçалăхсем (килти хуçалăхсемпе фермерсем) 2023-çулта 359 пуç _ сăвăнакан ĕне, 429 пуç _ сысна, 456 пуç _ сурăхпа качака, 4 пуç лаша усранă.
2024-çулта пуянкассемпе кахăрлăшăхальсене, виçпỹртсемпе хайпăласене ỹркев пуснă-ши, е урăх сăлтав пулнă: выльăх йышне тăруках чакарнă та пăрахнă. Халĕ ял территорийĕн уйрăмĕнче 272 пуç _ ĕне, 325 пуç _ сысна, 220 пуç _ сурăхпа качака, 2 пуç лаша çеç усраççĕ. Хăш-пĕр ялта пилĕк киле пĕр ĕне те тивмест.
Сăлтавĕ мĕнре-ши? Чăнах та, ĕне усрасси _ чăрмавлă, утă та, тырă та нумай кирлĕ. Ял халăхĕ ватăлса пыни те (2024-çулта тăватă ялта 3 ача çеç çуралнă), çамрăк çемьесем ытларах лавкка çине шанса пурăнни те килти хуçалăх пирки сахалтарах шухăшлаттарать пулĕ. Сĕтĕн сутлăх хакĕ пысăк пулманни те ĕне усрас кăмăла сĕвĕрĕлтерет. «Ĕне тăкак çеç кỹрет», _ теççĕ те хăшĕсем, алă усаççĕ.
Патшалăх харпăр хăй ĕçне йĕркеленисене пулăшнине те хăшĕсем пĕлсех каймаççĕ. Ырă тĕслĕх те пур: 2024-çулта хăйсен ĕçне йĕркеленĕ (самозанятые) 4 çынна патшалăх ĕне усрама 69 пин тенкĕ субсиди уйăрса панă. Лайăх вĕт! Лайăх: 69 пин тенкĕ укçа çĕрте выртмасть. Апла пулсан, мĕншĕн ыттисен те харпăр хăй ĕçне йĕркелемешкĕн тăрăшмалламар?
Пуянкасси ял территори уйрăмĕ 2024-çулта мĕнле ĕçлени çинчен отчет туса панă май, ял территори уйрăмĕн ертỹçи Сергей Петров 33 уйрăм предпринимательпе 4 пĕчĕк предприяти йĕркеллĕ ĕçлесе пынине палăртрĕ. 5 хресчен (фермер) хуçалăхĕ те округра ырă тĕслĕх кăтартать. Фермерсем 417 пуç мăйракаллă шултра выльăх, çав шутра 157 пуç сăвăнакан ĕне тытаççĕ. 2024-çулта ял территори уйрăмĕпе 874,81 пин тенкĕлĕх икĕ пуçару проектне пурнăçланă. Вĕсем çаксем: Кахăрлă Шăхаль масарĕ патне пыракан çула йĕркене кĕртнĕ (483,19 пин тенкĕлĕх), Виçпỹрт Шăмăршăра пушара хирĕç кĕрешмелли пĕвене юсанă (391,62 пин тенкĕлĕх).
2025-çулта 3 пуçару проектне пурнăçлама палăртнă, çак ĕç валли 4043,47 пин тенкĕ кирлĕ пулать. 3 проект та ял çыннисемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ: Кахăрлă Шăхалĕнче Афанасьев урамĕнчи çула юсамалла (1744,42 пин тенкĕлĕх), Хайпăлара Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннисене асăнса лартнă палăк йĕри-таврашне тирпей-илем кĕртмелле (803,915 пин тенкĕлĕх), Пуянкассинче ял масарĕн территорине тирпейлемелле (1495,12 пин тенкĕлĕх).
Отчетлă пуху ĕçне Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин тата округри тĕрлĕ ведомствăна ертсе пыракансем хутшăнчĕç. Сергей Авенирович, доклада тата тухса калаçнисен сăмахне тимлĕн итлесе ларнă май, ял территори уйрăмĕнче çывăх вăхăтра татса памалли ыйтусене çивĕч çĕклерĕ. Урамсенче тирпей-илем тăвас, çулсене юртан тасатас тата çуллахи вăхăтра юсаса тухас, килти хушма хуçалăхсене выльăх апачĕпе тивĕçтерме пулăшас ыйтусем пухура калаçнипе çеç иртсе каймалла мар, вĕсем кулленхи тимлĕхре пулмалла. С.ИВАНОВ.