Наци паркĕнче _ Чĕрĕп кунĕ
ФЕВРАЛĔН 11- мĕшĕнче «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕнче хăйне евĕрлĕ уяв пулчĕ: кунта «Чĕрĕп кунне» паллă турĕç. Çут çанталăкăн çамрăк тусĕсем вăрманти çак чĕр чун пирки çĕннине нумай пĕлчĕç: чĕрĕп ăçта хĕл каçнине, унăн рационне, тусĕсемпе тăшманĕсене... Чĕрĕп çинчен мультфильм пăхни те, кĕнеке вулани те ачасен экологи пĕлĕвне пуянлатма пулăшĕ, вăрманти чĕр чунсене упрама вĕрентĕ.
Е.ЖОЛОБОВА.