Олег Николаев Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкне уçнă.

Олег Николаев Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкне уçнă.

ФЕВРАЛĔН 6-мĕшĕнче Шупашкарта чаплă лару- тăрура Чăваш Республикинчи Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкне уçнă.

Чăваш патшалăх филармонийĕнче иртнĕ савăнăçлă церемоние Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче тылра паттăрлăх кăтартнисем, ятарлă çар операцине хутшăнакансем, çарпа патриотизм енĕпе ĕçлекен классенче вĕренекен ачасем хутшăннă.

«Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин çулĕсенче Çĕнтерĕве туптанă çынсене _ фронтовиксене, тыл ĕçченĕсене, блокадăри Ленинградра пурăннисене, вăрçă ачисене _ эпир пуçа тайса тав тăватпăр тата вĕсене пулăшма тăрăшатпăр, _ тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев. _ Паян эпир Тăван çĕр-шыва алла хĕç-пăшал тытса хỹтĕлекен çынсене те чĕререн тав тăватпăр, вĕсемпе мухтанатпăр».

Олег Николаев СВО участникĕсене патшалăх наградисене панă: Руслан Валиев кĕçĕн сержанта _ «За отвагу», медаль Алексей Ростовцев рядовоя _ Жуков медалĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ тыл ветеранĕсемпе блокадăри Ленинград хулинче пурăннă паттăр ентешсене «1941-1945-çулсенчи Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул» медаль панă чух залра ларакансем тăвăллăн алă çупса саламланă.

Вăрçă ветеранĕсемпе инваличĕсене, тыл ĕçченĕсене, блокадниксене социаллă пулăшу пама республика çулленех 2,3 миллиард тенкĕ ытла укçа уйăрать. Республикăра «вăрçă ачи» тесе йышăннă çынсене _ Аслă Çĕнтерỹ 80 çул тултарнă май _ пĕр хутчен 5-шер пин тенкĕ укçа парса чыслаççĕ. Çак ырă ĕç валли бюджетран 218 миллион тенкĕ ытла укçа уйăраççĕ.

Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкĕнче республикăра нумайтĕрлĕ мероприяти ирттерме палăртнă. Çамрăк ăру Тăван çĕр-шыв паттăрлăхĕпе мухтанма пултартăр, Аслă Çĕнтерỹ юнпа-тарпа туптаннине тĕп-тĕрĕс пĕлтĕр тесе, пур çĕрте те патриотизмла воспитани ĕçне анлăн сарса яма пăхнă.

И.МИХАЙЛОВ.

 

 



14 февраля 2025
10:28
Поделиться