Ольга Ефремова : «Нацисем хушшинчи туслăха ташă та çирĕплетет...»

Ташă - чун-чĕрен вăрттăн чĕлхи.
Марта Грэхем, Америкăри ташăçă, хореограф, педагог
Çак кунсенче кỹршĕллĕ Тутарстанăн Çĕпрел районĕн центрĕнче _ Кивĕ Çĕпрелти Культура керменĕнче _ «Яшьлек» («Çамрăклăх») Халăх хореографи коллективĕн 15 çулхи юбилейне чаплăн паллă турĕç. Коллектив ертỹçи _ Палтиелĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ Шăмăршăра пурăнакан Ольга Владимировна Ефремова (Филиппова).
Юбилей каçĕнче пулнă май тата ентешĕмĕре лайăх пĕлнипе ун коллективĕ çинчен çырассине хамăн тивĕçĕм тесе шутлатăп.
... Паянхи пурнăç ыйтăвне тивĕçтерекен капăр та хăтлă, лăк тулли зал. Ташăçăсен ашшĕ-амăшĕ, тĕрлĕ шайри ертỹçĕсем, ахаль куракансем...
Акă тутар наци çи-пуçĕллĕ хĕрачасем сцена çине акăш уттипе-чуппипе тухрĕç, ташă юхăмне кĕрсе ытарма çук çепĕç хусканусем тума пуçларĕç. Вĕсем хыççăн мăнаçлăн утса-тăпăртатса арçын ачасем тухрĕç. Пит-куçри йăлтăр кулă, пĕр çын пек харăссăн тăвакан хускану-çаврăм чун- чĕрене çавăрса илеççĕ, ырăран та ырă туйăмсем çуратаççĕ. Ак ăçта вăл илем, ак ăçта вăл ташă хăвачĕ!
Тутар, чăваш, вырăс, узбек халăх ташшисене ташланă май (ача сачĕсенчи шăпăрлансенчен пуçласа аслă классенче ăс пухакан яшсемпе хĕрсем таранах пулчĕç сценаçинче) нацисен хăй евĕрлĕхĕ куç умне яр-уççăн тухса тăчĕ. Кашни ташăрах наци костюмĕсем улшăнса тăни, кулăшла ташăсемпе шỹтлĕ композицисем, «Яшьлек» ансамблĕн пирвайхи ташăçисен чун хĕлĕхĕсене хускатакан юррисемпе чĕрĕ сăмахĕ уяв программине мăнаçлăх кỹчĕç. Ольга Ефремова хореограф хăй те сюжетлă ташăпа, селĕм юрăпа куракансен чун-чĕрине çунатлантарчĕ. Икĕ сехете яхăн тăсăлнă уяв концерчĕ икĕ минут пек хăвăрт иртсе кайрĕ.
Вырăнти ертỹçĕ Ольга Владимировнăна _ Çĕпрел район администрацийĕн Хисеп грамотипе, чи ăста ташăçăсене Тав çырăвĕпе чыслани мероприяти пĕлтерĕшне çĕклерĕ. Ольгăна 1-класранах ташă тĕнчине çавăтса кĕнĕ Роза Минеева _ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ _ каланă салам сăмахĕ вара ахах-мерченрен те хаклăрах пулчĕ.
_ Ташă пурнăç илемне туйма, ăс-хакăла çирĕплетме, чăтăмлăха çирĕплетме, ỹт-пĕве аталантарма, кĕлеткене тĕрĕс тытма вĕрентет. Ачасем ташлама çỹренине ашшĕ-амăшĕн ырламалла çеç, _ палăртрĕ Роза Семеновна.
Палтиел вăтам шкулĕнчи Роза Минеева ертсе пыракан «Тырă пĕрчисем» («Зернышки»), «Пучахсем» («Колоски»), «Асамат» ташă ушкăнĕсенче пирвайхи утăмсемпе çĕнтерỹсем тунă Ольга Филиппова. И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППИ хыççăн Тутарстан Республикин Çĕпрел районне кĕрекен Шланка ялĕн шкулĕнче вĕрентме пуçласан, хăйĕн 8-класс хĕрĕсем ыйтнипе, ташă ушкăнĕ йĕркеленĕ. Кивĕ Çĕпрел вăтам шкулĕнче акăлчан чĕлхи вĕрентме пуçласан Ольга Владимировна ачасен ташă ăсталăхне центрти Ача-пăча искусство шкулĕнче якатма пуçлать. Аслă категориллĕ акăлчан чĕлхи учителĕ ташă ăсталăхне çине тăрсах ỹстерет. Хăй тĕллĕн ташă-сюита лартса, воспитанникĕсене ташлама хăнăхтарать.Хăйĕн ăсталăхне вара Хусанти патшалăх Культура институчĕн искусствăсен аслă шкулĕн факультетĕнче вĕренсе ỹстерет, «этнограф» специальноçа алла илет. «Тутарстанпа Чăваш Ен чиккинчи мишер тутарсен этнокультура традицийĕсен истори аспекчĕ, вĕсене чĕртсе тăратмалли тата аталантармалли хальхи опыт» темăпа ăнăçлăн диссертаци хỹтĕлет, магистр степеньне илет. Çакăн пек, ăнăçу картлашки çине улăхма мĕн чухлĕ вăй-хăватпа чăтăм, пĕлỹпе чун çирĕплĕхĕ, вăхăт кирлине Ольга Владимировна хăй çеç пĕлет.
15 çул хушшинче ăçта кăна çитмен «Яшьлек»! Хусана, Шупашкара, Ульяновска, Йошкар-Олана, Саранска, Пензăна, Мускава... Район, республика, Пĕтĕм Раççей, Халăхсем хушшинче йĕркеленĕ конкурс-фестивале хутшăнса тĕрлĕ наградăна, приза, гран-прие, «Халăх» ятне тивĕçнĕ. «Шатлык» («Телей), «Сабантуйчик», «Нелегалы» ушкăнсене пĕрлештерекен «Яшьлек» коллективра _ 100-е яхăн çамрăк ташăçăпа выпускник. Ефремова 8 çул ĕнтĕ «Мишари» ( «Мишерсем») Тĕслĕхлĕ фольклор-этнографи ансамблĕпе те ĕçлет.
Çакна веçех Культура керменĕнче йĕркеленĕ выставкăри вуншар-вуншар дипломпа грамота çирĕплетрĕ.
Пирĕн вара Филипповсен педагогика династине шанчăклăн тăсакан вĕрентекене, пултаруллăран та пултаруллă хореографа тата этнографа малашлăхра та çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тумашкăн çирĕп сывлăх, иксĕлми хавхаланупа вĕçсĕр ăнăçу сунасси кăна юлать.
Зинаида Свеклова.