Çỹп-çап турттарасси - пĕчĕк ыйту мар

Çỹп-çап турттарасси - пĕчĕк ыйту мар

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырура, экологи ыйтăвне çĕкленĕ май, йăлари каяшсене тирпейлесси çине уйрăмах пусăм турĕ. Олег Алексеевич республикăри Канаш, Патăрьел тата Муркаш округĕсенче çỹп-çап сортлакан комплекссем туни çинчен пĕлтерчĕ. Пирĕн корреспондент Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствипе телефонпа çыхăнчĕ, йăлари каяшсене тирпейлесси пирки темиçе ыйту пачĕ.

_ Калăр-ха, республикăра йăлари хытă каяшсене турттарса тăрасси мĕнле шайра-ши?

_ Хальхи вăхăтра Чăваш Республикин территорийĕнче йăлари хытă каяшсене пухмалли 15 394 площадка йĕркеленĕ, вĕсенче 29 442 контейнер вырнаçтарнă. Пысăк габаритлă каяшсем валли 126 бункер лартса панă. Çĕнĕ контейнерсем тата та туянатпăр.

_ Каяшсене турттарма техника çителĕклĕ-и?

_ Коммуналлă каяшсене ятарлă 163 техника турттарса тăрать. Йĕркеллĕ ĕçлесен _ кун чухлĕ техника çителĕклĕ.

_ «Экологи ырлăхĕ» Наци проекчĕпе, республикăра çỹп-çап тирпейлекен комплекссем тума йышăннă. Вĕсене хăçан хута яма палăртнă?

_ Канаш округĕнче тăвакан комплекс кăçалах хута каймалла. Черетре _ Патăрьелпе Муркаш округĕсенчи комплекссем. Вĕсенчен кашнийĕ çулталăкра 30-шар пин тонна çỹп-çапа сортлама пултарĕ.

Паллах, Шăмăршă округĕнче пурăнакансем Патăрьелĕнчи комплекс хута каясса тỹсеймесĕр кĕтеççĕ. Ку ĕç вăраха тăсăлмĕ тесе шутлатпăр, мĕншĕн тесен республика правительстви экологи объекчĕсене çирĕп контрольте тытать.

С.ИВАНОВ калаçнă.



14 февраля 2025
11:18
Поделиться