Паттăр Кĕркурипе унăн икĕ ывăлĕ

ТĂВАН ÇĔР-ШЫВĂН Аслă вăрçине Шăмăршă тăрăхĕнчен кайнă 2331 çын паттăрла çапăçса вилнĕ. Çак йышра _ Васан ялĕнчи Алексеевсен çемйи: ашшĕпе унăн икĕ ывăлĕ.

... Чăваш Республикин Астăвăм кĕнекин 536-мĕш страницинче çапла çырнă:

Алексеев Григорий Матвеевич, 1898-çулта çуралнă, чăваш. Шăмăршăри çар комиссариачĕ фронта илнĕ. Рядовой. 1942-çулхи августăн 6-мĕшĕнче çапăçура вилнĕ. Тверь (унчченхи Калинин) облаçĕнчи Ржев районĕнчи Иваньково ял масарне пытарнă;

Алексеев Иван Григорьевич, 1923-çулта çуралнă, чăваш. Шăмăршăри çар комиссариачĕ фронта илнĕ. Рядовой. 1942-çулхи июнь уйăхĕнче Волгоград (унчченхи Сталинград) облаçĕнче тăшманпа çапăçса вилнĕ. Ăçта пытарни паллă мар;

Алексеев Михаил Григорьевич, 1919-çулта çуралнă, чăваш. Шăмăршăри çар комиссариачĕ фронта илнĕ. Рядовой. 1942-çулта нимĕç фашисчĕсемпе çапăçса вилнĕ. Ăçта пытарни паллă мар.

Кил хуçи _ Григорий Матвеевич _ фронта тухса кайнă чух ывăлĕсене хуçалăха çирĕп тытса пыма, амăшне пулăшма хушса хăварнă. Пĕлмен çав вăл ун чухне Мишшапа Ванюк ывăлĕсене те часах Тăван çĕр-шыва хỹтĕлеме шăпа тивессине.

Григорий Матвеевич Калинин фронтĕнче пуçне хурать.

Историксем çирĕплетнĕ тăрăх, шăпах Ржевск районĕн Хорошево паççулккинче _ 1943-çулхи августăн 4-5-мĕшĕсенче _ Верховнăй Главнокомандующи Иосиф Сталин çĕр каçнă, кунта вăл Калинин фрончĕн командующийĕпе Андрей Еременкопа тĕл пулнă. Сталин ăна, Орел тата Белгород хулисене тăшман аллинчен ирĕке кăларнă ятпа, Мускавра салют пама хушнă.

Григорий Алексеев 30-мĕш Армин 220-мĕш стрелковăй дивизийĕн йышне кĕнĕ 673-мĕш стрелковăй полкра çапăçнă. Полк каярахпа Ржев хулине ирĕке кăларма хутшăннă. Шел, пирĕн ентеш çак çĕнтерĕве курайман. Хаяр çапăçура пуç хунă паттăр салтакăн ỹтне юлташĕсем Иваньково ялĕнчи масара пытарнă.

Ржев районĕнче мемориалпа тăванла масар нумай. Афанасово, Полунино, Зайцево, Маслово,Байгорово, Сухуша, Пятниц- кое, Кокошкино ялĕсенчи масарсенче совет салтакĕсемпе офицерĕсем ĕмĕрлĕхех канлĕх тупнă.

Иваньково ялне фашистсем тĕпĕ-йĕрĕпех çунтарса янă, вăрçă хыççăн кунти тăванла масарта выртакан воинсен шăм-шакне Афанасово ялĕнчи мемориала куçарнă.

Григорий Матвеевичăн иккĕмĕш ывăлĕ _ Иван _ Сталинград облаçĕнчи Клетская станицишĕн пынă хăрушă тытăçура вилнине пĕлме май килчĕ. 1942- çулхи çу кунĕсенче вермахтăн 8-мĕш арми корпусĕ Дон çинчи Калач (Калач-на-Дону) енне наступлени пуçарса янă, кунта пирĕн çарсемпе нимĕçсем хушшинче хаяр çапăçу пулса иртнĕ.

Сталинград фрончĕшĕн Клетск станици пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Çак станица витĕр _ чи кĕске çулпа _ пирĕн çарсем Сталинграда хĕç-пăшал тата апат-çимĕç турттарнă. Шăпах çакна пĕлсех ĕнтĕ, Ста- линград патне талпăнакан нимĕçсен Паулюс çарĕн 14-мĕш танк корпусĕ станица çине татти-сыпписĕр персе тăнă.

Хĕрлĕ Çарăн И.М.Чистяков генерал ертсе пыракан 21-мĕш армийĕ, пысăк йывăрлăха пăхмасăр, плацдарма тăшман аллине паман.

Клетская станицăна пырса кĕнĕ çĕрте халĕ постамент çине Т-34 танк вырнаçтарнă. Çак танк пирĕн салтаксемпе офицерсен _ Сталинграда хỹтĕленĕ çынсен _ паттăрлăхĕ çинче аса илтерсе тăрать. Çывăхрах _ хаяр çапăçура вилнисене чыс туса лартнă Асăну Хĕресĕ. Унтан инçех мар _ паттăр воинсен тăванла масарĕ. 2023-çулта Клетская станицăна «Рубеж Сталинградской доблести» ят панă, çак ятпа обелиск çĕкленĕ.

Хальлĕхе Алексеевсен тепĕр ывăлне _ Михаила _ ăçта пытарнине тупса палăртма май килмерĕ. Çакă çеç паллă: вăл 1942-çулта Ленинграда тăшманран хỹтĕлесе вилнĕ. Михаил Алексеев рядовой ỹчĕ хулари е ун çывăхĕнчи хăш тăванла масарта выртать-ши? Ку тĕлĕшпе архивра шыраттарни те уçăмлăх кỹреймерĕ. Шырав малалла пырать. Паттăрсем хыпарсăр çухалма тивĕç мар.

Ив.САЛАНДАЕВ.



14 февраля 2025
11:43
Поделиться