Паттăрлăх пуйăсĕ _ Шупашкарта

ФЕВРАЛĔН 13-14-мĕшĕсенче Шупашкарта «Çĕнтерỹ пуйăсĕ» чарăнса тăнă, хула çыннисемпе хăнасем тỹлевсĕрех Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçипе çыхăннă уникаллă выставкăпа паллашма пултарнă.

Аслă вăрçăпа çыхăннă 10 вакунта 79 панорамăпа интерактивлă 158 элемент вырнаçтарнă. «Çĕнтерỹ пуйăсĕ» проект _ хальхи технологисем пулăшнипе истори чăнлăхне кăтартса паракан тĕнчери пĕрремĕш интерактивлă выставка. Пуйăс çула тухнăранпа унта Раççейпе Белоруссири 1 миллион ытла çын пулса курнă.

А.АЛЕКСАНДРОВА.



14 февраля 2025
10:39
Поделиться