Республика Пуçлăхĕпе тĕл пулнă
АСЛĂ ÇĔНТЕР Ỹ 80 çул тултарнă май, Чăваш Республикинчи агропромышленность комплексĕн ветеранĕсем «Ăрусем хушшинчи патриотизм эстафети» проекта хутшăнаççĕ. Çак ятпа февралĕн 6-мĕшĕнче вĕсем Шупашкарта Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа тĕл пулу йĕркеленĕ. Ку тĕл пулăва АПК ветеранĕсен регионти Союзĕн Шăмăршă округĕнчи председателĕ Вадим Севрюгин та хутшăннă. Вадим Петрович пирĕн корреспондента каланă тăрăх, ветерансем шкулсенче паттăрлăх урокĕ ирттерме, СВО участникĕсем валли гуманитари пулăшăвĕ хатĕрлеме хастар хутшăнаççĕ. Çак ĕçе вĕсем малалла та туса пырĕç. «Ăрусем хушшинчи патриотизм эстафети» Шăмăршă округĕнче старт илнĕ.