Шупашкартан _ çĕнтерỹпе

ФЕВРАЛĔН 8-мĕшĕнче Шупашкарта 23 çула çитичченхи çамрăксем хушшинче дзюдо енĕпе ăмăрту иртнĕ. Унта Шăмăршă муниципалитет округĕн спортсменĕсем те хутшăннă.

66 килограма çитичченхи кĕрешỹçĕсен ăмăртăвĕнче Антон Кудряшов çĕнтерỹçĕ пулса тăнă. 100 килограма çитичченхи спортсменсен хушшинче Александр Масленников иккĕмĕш вырăн йышăннă.

2011-2012-çулсенче çуралнă çамрăксем хушшинче Чăваш Республикинче мала тухассишĕн иртнĕ ăмăртура 66 килограма çитичченхи дзюдоистсен кĕрешĕвĕнче пирĕн Дмитрий Брусов çĕнтернĕ.



14 февраля 2025
11:31
Поделиться