Сретени... Сăваплă та яваплă кун...

Православи тĕнне ĕненекенсем февраль варринче Иисус Христоса чиркĕве илсе пынине асăнса праçник тăваççĕ. Мĕнле уяв-ха вăл?

...Иисус Христос çуралсан 40 кун иртнĕ хыççăн Таса Хĕр Марийăпа Иосиф Ăна Турă умне тăратма Иерусалиме илсе пынă. Иосифпа Мария Ачана чиркĕве илсе пырсан вĕсене пĕр Симеон ятлă çын кĕтсе илнĕ. Вăл Иисуса хăй алли çине илнĕ те Турра мухтаса çапла каланă:

«Эй, Туррăм, халĕ ĕнтĕ мана, чуруна, Ху каланă тăрăх, канăçлантарса яратăн. Эсĕ пур халăха та çăлассине, суя тĕнлĕ халăхсене те çăлассине, суя тĕнлĕ халăхсене çутатас çутта, Хăвăн Израиль халăхĕн мухтавне манăн куçăмсем курчĕç ĕнтĕ. Эй, Турă, Сана куртăм ĕнтĕ, халĕ канăçланса вилетĕп», _ тенĕ.

Таса Хĕр Мария Иисуса Иерусалим чиркĕвне илсе пынă чух Симеон 300 çулта пулнă. Вăл пĕтĕм пурнăçне таса пурăнса ирттернĕ. Вилсен канăçлă ĕмĕрлĕх пурăнăçа кĕрессе чунтан кĕтсе тăнă, çавăнпа вăл вилĕмрен пĕртте хăраман. Ытти çветтуй çынсем те, Симеон пекех, вилĕме савăнса кĕтсе пурăннă. Вĕсем çĕр çинчи пуянлăха, чапа, мухтава шыраман; пĕр Христос Турăпа пĕрле анчах пурăнма тăрăшнă. Мĕн пурне Турă мухтавĕшĕн тунă, çавăнпа çветтуй çынсем вилĕмрен хăраман.

Юратнă тăванăмсем! Ача çуратсан чиркĕве илсе килме, ача çуратнă хĕрарăма, хĕрĕх кун иртсен, кĕлĕ илсе тасалас йĕрке пирĕн те пур. Эпир ăна Турă Амăшĕнчен вĕренсе юлнă. Турă хушнă пек пурăнас текенсем, ача-пăчаран ырă курас текенсем халĕ те, пирĕн хушăмăртан ачисене хĕрĕх кунтан чиркĕве илсе килеççĕ. Çак ĕçе тумаллах. Ас тăвăр-ха: ача çуратса хĕрарăм икĕ тĕрлĕ савăнăç курать. Турăран икĕ тĕрлĕ ырлăх илет. Пĕрре _ хăй чĕрĕ юлни, тепре _ ача çурални.

Кам пĕлмест ача çуратакан хăрах урипе тупăкра тăнине... Çав хăрушă сехетре хĕрарăма Турă çăлать, ăна пулăшать. Мĕншĕн Турă вилес çĕртен çăлнăшăн Ăна тав тăвас мар, тасалса çитсен çав тĕрлĕ ырлăх тунăшăн Турра епле ỹксе пуç çапас мар, кун çутине курмалла тунăшăн епле Ăна вăй çитнĕ таран парне парас мар?

Тăванăмсем! Ача çуратсан хĕрĕх кунтан ăна чиркĕве илсе килĕр. Ăна Турă умне тăратăр. Ырă çын пултăрччĕ тесе Турра кĕл тăвăр. Ача çуратнă хĕрарăмсем, эсир чиркĕве килсе тасатакан кĕлĕ («хĕрĕх кун кĕлли») илсен сире те, ачăра та Турă çăмăллăх парĕ. Çав йăлана тума Турă Амăшĕ хушать. Ача- пăчана ашшĕ-амăшĕ çут тĕнче илемĕпе киленме, ун ырлăхĕпе савăнма, ватăлсан хăйсене пăхмашкăн пурнăç парать. Апла пулсан ывăл-хĕрĕшĕн ашшĕ-амăшĕн чиркĕве кайса священникран пиллĕх ыйтмалла, Турра кĕлтумалла.

Георгий Хитров протоиерей, Палтиелĕнчи Çветтуй Михаил Архангел ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ.



14 февраля 2025
11:59
Поделиться