Учителе хисеп туса

КАРАПАЙ ШĂМĂРШĂ _ спорта чунтан юратакансен ялĕ. Çамрăк ăрăва физкультурăпа спорта хисеплеме вĕрентессишĕн Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Иван Петрович Сабаев нумай тăрăшнă. Иван Петровичăн вĕренекенĕсем округри тата республикăри ăмăртусенче темиçе хутчен те чемпион ятне çĕнсе илнĕ.

Ялта çулленех Иван Сабаева чыс туса ун ячĕпе йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвне ирттереççĕ. Кăçалхи ăмăрту февралĕн 5-мĕшĕнче иртрĕ, ăна Раççейри Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçин çулталăкне халалларĕç.

Спорт уявне, хамăрăн йĕлтĕрçĕсемсĕр пуçне, Елчĕк, Патăрьел, Комсомольски округĕсен тата Тутарстанри Çĕпрел районĕн спортсменĕсем те хутшăнчĕç.

Ăмăрту питĕ хĕрỹ иртрĕ. 2013-2014-çулсенче çуралнă хĕр ачасем хушшинче Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕнче вĕренекен Арина Полякова пурне те хыçала хăварчĕ. Çак çулсенче çуралнă арçын ачасен ăмăртăвĕнче каллех карапайсем палăрчĕç: Арсений Михайлов çĕнтерỹçĕ пулса тăчĕ. Карапай Шăмăршă хĕр ачи Карина Полякова 2011-2012-çулсенче çуралнă хĕр ачасем хушшинче мала тухрĕ. Çак çулсенчи арçын ачасен чупăвĕнче Елчĕк округĕнчен килнĕ Александр Головин çĕнтерчĕ.

2009-2010-çулсенче çуралнă арçын ачасен ăмăртăвĕнче Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕнчи Тимур Степанова никам та хăваласа çитеймерĕ. 2007-2008-çулсенчи çамрăк спортсменсем хушшинче Тутар- станри Çĕнĕ Упи шкулĕнчи Сергей Шавкин пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ.

Çитĕннисен ăмăртăвĕнче Денис Ермолаев, Наталия Тимошкина, Петр Спиридонов çĕнтерỹçĕ пулса тăчĕç.

Ăмăртура мала тухнисене Кубокпа, медальпе тата Грамотăпа, çавăн пекех пылак призпа та чысларĕç.

Иван Петрович Сабаев спорт ветеранĕ ăмăрту спонсорĕсене хаçат урлă чĕререн тав тăвать, пурне те çирĕп сывлăх сунать.

А.ШОМПОЛОВА.



14 февраля 2025
14:49
Поделиться