Ватти-вĕтти _ йĕлтĕрпе!

Шăмăршă муниципалитет округĕнче «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăртăва 1563 çын хутшăннă
Йĕлтĕр сыртăм урана,
Эп васкарăм вăрмана.
Ярăнать кунта çур ял _
Спортра туптанать вăй-хал! _
хам сисмесĕрех, пуçăмра çак йĕркесем çуралчĕç Шăмăршă çумĕнчи илемлĕ хыр вăрманне çул тытнă май.
Шăматкун _ февралĕн 8-мĕшĕнче _ пĕтĕм çĕр-шыври пекех пирĕн округра та «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ _ 2025» чупу иртрĕ, унта 1563 çын хутшăннипалăрчĕ.
Шăмăршă вăрманĕнчи Красный Бор текен вырăна ĕç коллективĕсем, шкулта вĕренекенсем, спорта юратакансем йышлăн пуçтарăннă. Кĕске сăмах каласа, Пĕтĕм Раççейри йĕлтĕрçĕсен Шăмăршăри ăмăртăвне округ администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин уçрĕ, кăçалхи чупăва Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитнине халаллани çинчен пĕлтерчĕ.
Массăллă спорт мероприятине, ытарлă каласан: «Ватти-вĕтти хутшăнчĕ, çак кун уяв пек пулчĕ!»
Йĕлтĕрçĕсене хăвăрт чупни çеç мар, хыр вăрманĕнчи сиплĕ сывлăш, курма килнисем савăнăçлăн кăшкăрса та алă çупса хавхалантарса тăни те савăнăç парнелерĕ.
Ăмăртăва килнисене суту-илỹ ĕçченĕсем тутлă шашлăкпа, вĕри те пылак чейпе сăйларĕç.
«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ _ 2025» чупу Шăмăршăра çеç мар, округри кашни ял территори уйрăмĕнчех лайăх иртнĕ. Кун пирки «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат редакцине вырăнтан пĕлтерсех тăчĕç. Спорт уявĕнчи асра юлнă самантсем _ çак сăн ỹкерчĕксенче.
Ив.САЛАНДАЕВ.