Винтовкăран тĕл персе
ТĂВАН ÇĔР-ШЫВ Хỹтĕлевçипе патриотизм çулталăкне халалласа, февралĕн 7-мĕшĕнче Шăмăршăри «Туслăх» спорт шкулĕнче пневматика винтовкинчен тĕл перес тĕлĕшпе ăмăрту иртнĕ. Унта округри «Юнармия» патриотизм клубĕсемпе отделенийĕсем хутшăннă.
Ăмăрту питĕ хĕрỹ иртнĕ. Судьясен коллегийĕ Шăмăршă вăтам шкулĕн иккĕмĕш команди (ертỹçи _ А.С.Еремеев) çĕнтерỹçĕ пулнине палăртнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнта _ Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕпе Шăмăршă вăтам шкулĕн пĕрремĕш командисем.
«Чи лайăх тĕл перекен (стрелок)» ята арçын ачасем хушшинче _ Шăмăршă вăтам шкулĕнчи Арсений Унькин, хĕр ачасенчен Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕнчи Кристина Шомполова тивĕçнĕ. Çĕнтерỹçĕсем халĕ республика ăмăртăвне хутшăнма хатĕрленеççĕ.