Вĕсем «Шупашкар» полкра çапăçнă

ПĔРРЕМĔШ тĕнче вăрçине хальхи Чăваш Республикин территорийĕнчен 100 пин çынна яхăн хутшăннă. Чăваш ялĕсенчи вăй питти арçынсен питĕ пысăк пайĕ, алла пăшал тытса, Тăван çĕр-шыва тăшманран хỹтĕленĕ.

Вăрçа хутшăннă чи паллă подразделенисен шутне историксем 308-мĕш «Шупашкар» полка та кĕртеççĕ. Полка Пĕрремĕш тĕнче вăрçи пуçлансанах Чĕмпĕр хулинче йĕркеленĕ. Вăл тăватă батальонран тăнă, 77-мĕш пехота дивизийĕн тытăмĕнче шутланнă. Дивизие Лев Барановский генерал-майор ертсе пынă, штаб начальникĕ _ Александр Яковлев полковник. 308-мĕш «Шупашкар» пехота полкĕн командирĕ Георгий орденĕпе ятне çырса панă Георгий хĕç-пăшалĕн кавалерĕ Дмитрий Топурия пулнă.

«Шупашкар» полкра Пăва уесĕнчи Шăмăршă тата Шамккай вулăсĕсенчен патша çарĕнчи службăна илнĕ çамрăксем те çапăçнă. Ульяновск облаçĕн патшалăх истори архивĕнче эпĕ паттăрсен хушамачĕсене тупса палăртрăм. Акă вĕсем: Тимофей Григорьевич Григорьев (Шăмăршă), Алексей Кузьмич Воробьев (Анат Чаткас), Тимофей Николаевич Торойкин, Григорий Иванович Щукин, Алексей Иванович Романкин, Николай Федорович Явкин, Михаил Васильевич Юдин (Шамккай), Степан Васильевич Мандрюков, Петр Семенович Антипов (Пăчăрлă Пашьел), Федор Петрович Юруков (Кивĕ Чукал), Василий Никитич Моисеев (Улмаллă), Василий Николаевич Акимов, Федор Георгиевич Егоров, Василий Иванович Машин (Шăмăршă).

Пăчăрлă Пашьел çынни Степан Васильевич Мандрюков çарта коптенармус пулнă, ротăри мĕн пур пурлăх хуçи шутланнă. Коптенармус, салтаксене çи-пуçпа, кирза атăпа, вырăн хатĕрĕпе, апат- çимĕçпе тивĕçтернисĕр пуçне, хĕç-пăшал юсавлăхĕшĕн те яваплă шутланнă.

1914-çулхи августăн 25-мĕшĕнче 308- мĕш полк, Багратионовская станцие çитсе, ун чух Раççей империйĕнче шутланнă Вар- шава хули патĕнчи лагере вырнаçнă. Çар ĕçне кăштах вĕреннĕ хыççăн, сентябрĕн 24-мĕшĕнче, нимĕçсене хирĕç хаяр çапăçăва кĕнĕ. Юнлă тытăçура пиçĕхнĕ салтаксем çапăçу хыççăн Влацлавск хули патĕнче чарăнса вăй пухнă. Унтан 308-мĕш «Шупашкар» полк Влоц, Ярослав, Цеханува патĕнче çапăçнă. Хĕç-пăшал _ уйрăмах патрон çитменнипе _ вырăс çарĕ пысăк çухату тỹснĕ: 650 салтакпа офицер вилнĕ, 570-ĕн аманнă. Çар командованийĕ, полка çĕнĕ вăйпа туллилентерме, вăхăтлăх резерва куçарнă.

1916-мĕш çулхи майăн 22-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 31-мĕшĕччен 308-мĕш полк Алексей Брусилов генерал ертсе пынă тытăçăва (наступление) хутшăннă. Çапăçу вăхăтĕнче Австро-Венгрипе Германи çарĕсене пысăк çухату кỹнĕ, пирĕн çарсем Буковинăпа Хĕвел тухăç Галицие туртса илнĕ. 308-мĕш полк салтакĕсемпе офицерĕсем çак çапăçура пысăк паттăрлăх кăтартнă, нумайăшне Георги хĕресĕпе тата медальпе чысланă. Мухтавлă йышра Шамккай вулăсĕнчи Григорий Иванович Щукин кĕçĕн унтер-офицерпа Улмаллă ялĕнчи Василий Никитич Моисеев рядовой та пур. Вĕсем Георгий медальне илме тивĕçнĕ. Вăрмар тăрăхĕнче çуралса ỹснĕ Иван Николаевич Николаев подпрапорщик, 11-мĕш рота разведчикĕ _ Георгий хĕресĕн тулли кавалерĕ пулса тăнă.

 Çакă та интереслĕ: фронтра паттăрлăхпа палăрнă, çарта ветеринари фельдшерĕ пулнă Алексей Иванович Романкина (Шамккай ялĕ) полк командирĕ лаша парнеленĕ. Ĕç выльăхне уес хулинчен Пăваран илсе килмелле пулнă. Октябрьти революци пуçланнă май, салтак лашаллă пулайман.

Георгий медалĕ тăватă степеньлĕ пулнă: пĕрремĕшпе иккĕмĕш степеньсем _ ылтăнран, виççĕмĕшпе тăваттăмĕш степеньсем _ кĕмĕлтен. Медальшĕн укçа та тỹленĕ: тăваттăмĕш степеньшĕн çулталăкра _ 12, виççĕмĕшшĕн _ 18, иккĕмĕшшĕн _ 24, пĕрремĕш степеньшĕн 36 тенкĕ панă. Енчен те упăшки вилсен, çак укçана салтак арăмĕ илме пултарнă.

Ив.САЛАНДАЕВ. (Статья çырнă чух автор Ульяновск облаçĕн патшалăх истори архивĕнче упранакан документсемпе усă курнă).



14 февраля 2025
11:59
Поделиться