Вĕсем вăрçă çулĕсене манман

ШĂМĂРШĂ муниципалитет округĕнче ветерансене «1941-1945-çулсенчи Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул» юбилей медалĕпе малалла чыслаççĕ.
Иртнĕ эрнере муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин савăнăçлă лару- тăрура Пуянкасси ял территори уйрăмĕнче пурăнакан Илья Михайлович Петровпа Ольга Ивановна Петрова тыл ветеранĕсен кăкăрĕсем çине юбилей медалĕ çакса ячĕ.
_ Эпир сире Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин çулĕсенчи хастар ĕçшĕн, Çĕнтерĕве çывăхартма вăй çитнĕ таран пулăшнăшăн чĕререн тав тăватпăр, _ терĕ округ пуçлăхĕ хисеплĕ çынсене награда панă чух.
С.ПЕТРОВ.